Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Эрех-сăрапа ан туслашăр

Çĕнĕ çул уявĕсенче районти 14 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çав шутран 11-шĕ - ĕçлекеннисем, виççĕшĕ кăна - 70 çултан иртнисем. Ытларахăшĕ эрех-сăра ĕçсе вилнĕ. Шел пулин те кăрлач уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче пĕр ача кăна çуралнă.

Эрех-сăра ĕçсе наркăмăшланнине тата алкоголизм чирĕ аптратнине пула çак  тапхăрта 25 çын васкавлă пулăшу станцийĕнче тимлекенсене чĕннĕ. 14 çынна больницăна хума тивнĕ. Чирлисем реанимаци, неврологи, терапи уйăрмĕсенче сипленеççĕ.

Ĕçкĕ-çикĕ ыр тумасть. Акă судпа медицина экспертизин бюровне 5 çын пынă, хăйсене хĕнесе пĕтернине пĕлтернĕ.

Эрнере икĕ е ытларах хутчен алкогольлĕ шĕвексем ĕçсен ĕçке ярăнма пулать.

Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕнчи экспертсен шухăшĕпе алкогольлĕ шĕвексене кирлĕ виçепе ĕçни çитĕнсе çитнĕ сывă çын сывлăхне сиенлемест.

 

Спиртлă ĕçмесем                   Арçынсем                 Хĕрарăмсем

                                                  валли                         валли

шурă эрех е коньяк                        75 мл.                         50 мл.

хаяр хĕрлĕ эрех                150 мл.                  100 мл.

типĕ эрех е шампански            300 мл.                  200 мл.

эрех

сăра                                         500 мл.                  300 мл.

 

Ас тăвăр: çыннăн кашни кун тата тĕрлĕ эрех таврашне пĕр вăхăтра ĕçмелле мар. 18 çула çитменнисем алкогольлĕ шĕвексенчен аякра тăччăр.

Хисеплĕ граждансем! Сывлăхăн 50 проценчĕ этем сывă пурнăç йĕркине епле пăхăнса пурăннинчен, 10 проценчĕ - сывлăх сыхлавĕн службисенчен килет.

Эрех-сăра пачах ĕçмесен тата лайăх. Сывлăх тĕреклĕрех пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;