Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешÿ ытамĕнчи çĕнтерÿсем

Мăн Явăшри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен, район администрацийĕн стипендиачĕ Петр Квасов спортри ăсталăхне çулсерен лайăхлатса, çĕнетсе пырать. Кăçал вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе районти, республикăри тата Раççейри ăмăртусенче призсемпе Дипломсем чылай çĕнсе илнĕ.

Кăçалхи çул Петр Квасова пысăк ăнăçусем кÿнĕ. Канаш районĕнчи Мăн Пикшик ялĕнче ирттернĕ республикăри чемпионатра П.Квасов виççĕмĕш вырăн йышăннă. 30 килограмлă виçеллисен шутĕнче вăл ку районти Николай Спиридонова çăмăллăнах çĕнтернĕ, Ульяновск хулинче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенствине хутшăнма тивĕç пулнă. Унта пирĕн ентеш кавир çинче тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ăна Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ.

Спортри ăсталăхне Петр Квасов ытти ăмăртусенче те сахал мар кăтартма ĕлкĕрнĕ. Акă, сăмахран, республикăри шкул ачисем хушшинче ирттернĕ XI-мĕш спартакиада йĕркипе иртнĕ зонăри тупăшура вăрнарсен командине пĕрремĕш вырăна тухма пулăшнă вăл.

- Кăçалхи асра юлнă ăмăртусенчен пĕрне, республикăн тĕп хулинче ирттернине, уйрăммăн палăртса хăварас килет, - аса илчĕ пысăк çĕнтерĕвне Петр Квасов. - Вăрнарсен чысне хÿтĕленĕ чухне республикăри чи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе тупăшма тиврĕ. Патăрьел çамрăкĕсемпе кĕрешме йывăр килчĕ пулин те, финала тухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илтĕмех. Çавăншăн мана Диплом тата тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парса чысларĕç.

Петр Квасовăн спорта юратас туйăмĕ ăнсăртран çуралман. Ачасен Вăрнарти спорт шкулĕн Мăн Явăшри филиалĕ уçăлсан чи вăйлисемпе хăюллисем тÿрех унта çÿреме пуçланă. Спортăн çĕнĕ юхăмĕ Петр Квасова та тыткăна илнĕ. Ку енĕпе ăна ашшĕ, Геннадий Квасов, куллен пулăшса, хавхалантарса тăнă. Ывăлĕ ашшĕн пилне çĕре ÿкермен, ăна паянхи кунчченех спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăрать.

Петр Квасовăн спортри çитĕнĕвĕсенче Виталий Львовпа Алексей Степанов тренерсен тÿпи те пысăк.

- Петр            Квасов - мал ĕмĕтлĕ спортсмен. Хăюллă та вăйлăскер, кĕрешÿри мелсене хăвăрт алла илсе пырать. Кавир çинчи вăр-варлăхĕ, çивĕчлĕхĕ, çаврăнуçăлăхĕ пысăк. Вăл пире малашне те çĕнĕ ÿсĕмсемпе савăнтарсах тăрĕ, - палăртрĕ А.Степанов.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;