Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç улшăнас шанчăк пысăк

Çирĕм çул хушшинче самаях улшăнчĕ этемĕн пурнăçĕ. Горбачев пуçланă улшăнусем хытах силлерĕç пире. Чылай çынна пурнăç «çул айăккине» кăларса пăрахрĕ. Паллах, нумайăшĕ политиксен айăпне пула нушаланчĕ.

Паянхи Раççей Президенчĕн сăмахĕсене итлесен, малашлăхра шанчăк пурри палăрать. Çамрăккине пăхмасăрах политик хăйне тытма пĕлет. Унăн сăмахĕсенче яланах çын çинчен калаçни сисĕнет. Тÿрех каламалла, В.Путинăн та Президент пулнă вăхăтра унчченхи ертÿçĕсен йăнăшĕсене тÿрлетессипе самаях вăй  хума тиврĕ.

Апла пулин те тÿрĕ те такăр пурнăç çулĕ çине тухса çитрĕмĕр темех сăлтавĕ çук-ха. Чиновниксем халăхпа кăмăлтан калаçма вĕренсе çитеймерĕç, çавна пулах вĕсен алăкĕсем умĕнчен тăракансен йышĕ чакмасть. Çивĕч ыйтăва татса пама пулăшас вырăнне чиновниксем яланхи пекех таçта васкаççĕ, вăхăт çитменнине хăйсене хĕрхенме тархаслаççĕ. Тепĕр чухне темле ÿкĕтлесен те хăвна хумхантаракан ыйту хуравне тупаймастăн.

Салтака кайиччен Упнер çырмисенче кирпĕч çапакан завод хута яратпăр тесе пĕве тума тухрăмăр. Çапла пĕвесенче пулă та ĕрчеме пуçларĕ, пулăçсем те чылай утатчĕç. Халĕ пĕвене сутса янă иккен, пăшаллă хурал çывхарма та памасть. Анчах федераци саккунĕпе çырма-çатрасене, пĕвесене никама та сутма юрамасть, пĕве хĕрринчен çирĕм метрта нимле сооружени те лартма юрамасть тесе палăртнă. Çапла ыйту тухать: кам хуçаланать çĕр çинче;

Халăха хумхантаракан самантсем туллиех. Мăнъял-хапăссем ял хушшипе асфальт сарса парсассăн питех савăнчĕç. Нумая пымарĕ ку савăнăç, халĕ  çак çул калама çук арканса кайрĕ. Пĕрре газ кĕртнĕ чухне тĕллĕн-тĕллĕн чавса асфальта çĕмĕрчĕç те юсамарĕç. Тата ялти хăйăр вырăнĕсене такама сутнă та, миçе çул пысăк машинăсем ăна турттарса çула аркатса пĕтерчĕç. Ял поселенийĕн администрацийĕнче те хурав тупаймарăмăр. Асфальт сарнă çул йăлтах вĕсене пăхса тăракан организаци аллинче иккен, çавăнпа  та вĕсемшĕн ял пуçлăхĕ никам та мар. Мыскара мар-и-ха ку;

Паллах, пире саккунсене ăнланманни чăрмантарать, хамăра право енĕпе хÿтĕлеме пĕлменнинчен те нумай килет.

Пурнăç улшăннă май хаçат-журнал хакĕсем хăпарса кайрĕç. Вĕсене те çырăнса илме пăрăхрăмăр, пралук урлă калаçакан радио точкисене  те пĕтерсе хучĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕ те 40 пин çын пурăнакан районта 3 пин енне киле кăна килсе тăрать. Вăл вара район пурнăçĕпе паллаштаракан пĕртен-пĕр çăлкуç. Чиновниксем ахаль те хăйсене халăхран аякра тытма хăнăхнă, халăх хаçат-журнал çырăнманни те вĕсемшĕн меллĕ пулĕ.

Пурнăçра çитменлĕх туллиех, вĕсене эпир суйласа лартнă чиновниксемсĕр татса пама май та çук. Анчах малашлăха шанатпăр: Медведев Президент çак хăватпах ĕçлесессĕн, халăхшăн шанчăк пур-ха.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;