Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăха пахалăхлă тĕрĕслет

Республикăра сывлăх сыхлавĕн сферине çĕнетсе улăштарни ĕç тухăçлăхне 65 процент ÿстерме май пачĕ. Халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме чир-чĕртен сыватакан тата профилактика ирттерекен учрежденисене çĕнĕ йышши тата хаклă оборудованипе пуянлатаççĕ. Акă компьютер томографийĕ рентгенографинчен чылай хăватлăрах: çын сывлăхĕ çинчен 40-50 хут ытларах информаци парать. Пуç тăтăшах, пĕр сăлтавсăрах  ыратсан, ăс-тăн пăтрансан, тытамак ерсен, онкологи чирĕсем аптратсан е вĕсемпе чирлес хăрушлăх пулсан, суранлансан, сусăр çуралсан, юн çаврăнăшĕ пăсăлсан, шыçăсем нушалантарсан тата ытти чухне томографи тĕпчевĕ кирлĕ. Наци проектне пула сывлăх сыхлавĕнче лайăх улшăнусем пулса иртеççĕ. Юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме 450 миллион ытла тенкĕ тăракан хăватлă оборудовани пур. Унта 7 компьютер томографĕ, пĕр магнитлă - резонанслă томограф, ангиограф, УЗИ-аппаратсем, нейрохирурги валли навигаци установки кĕреççĕ. Çавăн пекех травмотологин, ортопедипе эндопротезированин федераци центрĕнче магнитлă-резонанслă тата компьютер томографĕсем вырнаçтарнă.

Томографпа сывлăха тĕрĕслеттерес тесен районти тĕп больницăн поликлиникин заведующийĕнчен е участоксенчи тухтăрсенчен направлени илмелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 января 2009
00:00
Поделиться
;