Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуракине хатĕрленеççĕ

Хресченшĕн çулталăкăн кашни вăхăчĕ яваплă. Хĕлле акă çуракине пахалăхлă ирттерессишĕн тăрăшмалла. Районĕпе илсен вăрлăхăн 68 процентне кондицие çитернĕ. Çураки валли вăрлăх хатĕрлессипе «Санары», «Агрохмель», «Мураты», «Знамя», «Хорнзор», «Янгорчино», «Юнтапа», «Гвардеец», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем тăрăшуллă тимленĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ В.Нарышкин пĕлтернĕ тăрăх, «Правда», «МТС» кооперативсенче лару-тăру япăхрах - акма юрăхлă вăрлăх сахал.

Çĕре «имлени» ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне ÿстерме пулăшать. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсем, «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа» кооперативсем, А.Игнатьев фермер хуçалăхĕ пурĕ 2427 тонна удобрени туяннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;