Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасене çемье кирлĕ

Ача ашшĕ-амăшĕпе çитĕннине нимĕн те çитмест. Анчах та, шел, тепĕр чухне пирĕн хушăра тивĕçе чыслăн пурнăçламаннисем те тĕл пулаççĕ. Ку çемьесенче кĕçĕннисем пурнăç йывăрлăхĕсемпе куçа-куçăн, тăван çыннисе пур чухнех хăр тăлăха тăрса юлаççĕ.

Районти опекăпа попечительство органĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, акă, çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасем учетра 140-ĕн тăраççĕ. Вĕсенчен 19-шĕ усрав çемьесенче çитĕнеççĕ, ыттисене опекăна илнĕ.

Иртнĕ çулта ăнăçсăр çемьери вунпилĕк ачана тупса палăртса опекăпа попечительствăна, пилĕк ачана усрав çемьесене панă.

Çула çитнипе 24 ачана учетран кăларнă, урăх района пĕр ача куçса кайнă, икĕ ачана амăшĕсене тавăрса панă.

Пĕлтĕр ăнăçсăр çемьесенче çула çитмен ачасем пурăнакан çемьесенче 28 тĕрĕслев ирттернĕ, 49 пĕтĕмлетÿ хатĕрленĕ. Хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаншăн, ачисене тивĕçлипе пăхманшăн 11 ашшĕн е амăшĕн прависене туртса илнĕ. Ку çемьесенче пĕтĕмпе вунвиçĕ ача, вĕсенчен виççĕшне амăшĕпе хăварнă, пĕр ачи Чулхула облаçĕнчи «Надежда» центрта пурăнать, тепĕрне Владимир облаçĕнчи Вязники хулинчи шкул-интерната вырнаçтарнă, 6-шне опекăна, иккĕшне усрав çемьесене панă.

2008 çулта тăватă ачана ашшĕлĕхне илнĕ, иккĕшне ют çынсем, тĕпĕр иккĕшне - тăван мар ашшĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;