Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хресчен ĕçне хакламаллах

Пĕлтĕрхи вун икĕ уйăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хастар тимлени ĕç кăтартăвĕсенчен аван курăнать. Ял хуçалăх предприятийĕсем усă  куракан 100 гектар çĕр пуçне 254,6 центнер сĕт (иртнĕ çулхи шайăн 113 проценчĕ), 73,8 центнер аш (112 процент) туса илнĕ. Сăвăм ÿснĕ. Сĕт кашни ĕнерен вăтамран 3728 килограмм е 2008 çулхинчен 7 процент ытларах суса илнĕ. Паллах, ĕне выльăх фермисене çĕнетсе улăштарни, сĕт сумалли хăватлă оборудовани вырнаçтарни ÿсĕм тума май пачĕ. Анчах та хулара пурăнакансене выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ытлăн-çитлĕн тивĕçтерме тăрăшакансен ĕçне пур чухне те хакламаççĕ çав. Акă «Родник» агрофирмăн ертÿçи Л.Горбунова чи паха сортлă сĕтшĕн 9 тенкĕ те 50 пус тÿленипе ниепле те килĕшмест. Пĕлтĕр хĕлле çак продукцие 13,50 тенкĕпе туяннă. Хуçалăха аталантарма илнĕ кивçен укçана епле тавăрса памалла-ха; Çак çивĕч ыйту кашни хуçалăх ертÿçинех канăç памасть.

Сĕт хакĕ йÿнĕ пулни килти хушма хуçалăх тытакансене те пăшăрхантарать. Продукцие 7 - 7,50 тенкĕпе кăна  пуçтарни ирĕн-каçăн хура тар тăкакансен ĕçне хисеплеменнине кăтартать. Ав выльăх-чĕрлĕх усрас тесен çăвĕпех пилĕк авмалла. Утă-улăм, кăшманĕ сахал мар кирлĕ. Сĕт тирпейлекен заводсем хака ÿстерменрен ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем те продукцишĕн тивĕçлипе тÿлеймеççĕ. «Молпродсервис» ял хуçалăх потребитель кооперативĕн ертÿçи Е.Фадеева Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче патшалăх хресчен пурнăçне лайăхлатассине ытларах тимлĕх уйăрасса шанать. Паллах, сĕте пасарта е клиентсем патне килсе парсан хаклăрах хакпа сутма пулать.

- Икĕ ĕне усратпăр, - пĕлтерчĕ Вăрнар поселокĕнче ĕçлекен Л.Петрова. - Ытлашши сĕте сутмаллах ĕнтĕ. Куллен-кун хамăн клиентсене сĕтпе тивĕçтеретĕп. Пĕр литр продукцие 16,50 тенкĕпе сутатăп.

Шартлама сивĕре пасарта сĕт сутакан ватă çынсене шеллетĕн вара. Продукцие йÿнĕ хакпа пуçтарнипе килĕшменрен кунта килнĕ вĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;