Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пултарулăхне ачасене халалланă

Январĕн 22-мĕшĕнче чи паллă ача-пăча писателĕ А.Гайдар  çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Вăл - пĕчĕк шăпăрлансем валли тĕлĕнмелле çыракансенчен пĕри, унăн хайлавĕсен пĕлтерĕшĕ вырăс халăхĕн литературинче кăна мар, пĕтĕм тĕнче литературийĕн историйĕнче те пысăк пулни курăнать. Унăн çырас ăсталăхĕн аталанăвĕ Совет патшалăхĕ йĕркеленнĕ тапхăра килнĕ, ача-пăча литературинче унăн ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăннă.

Районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн пĕчĕк вулаканĕсем пурте - пĕчĕккисем те, шкулсенче вĕренекенсем те - Аркадий Гайдар писателе лайăх пĕлеççĕ. Çыравçăн «Чук и Гек», «Горячий камень», «Тимур и его команда», «РВС», «Военная тайна» тата ытти хайлавĕсем - шкул ачисен чи юратнă произведенийĕсем йышĕнче.

Çавăнпа та ача-пăча литературин пайĕн ĕçченĕсем ку  пĕлтерĕшлĕ датăна паллă тумасăр ирттерсе яман. Январĕн 22-мĕшĕнче А.Гайдарăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа вулав залĕнче «Вăл пире валли аякри çĕршывсене уçнă» ятпа литературăпа музыка композицине ирттернĕ, «Ача-пăчан юратнă кĕнекисене хайлаканĕ» кĕнекесен куравне хатĕрленĕ. Унта пултаруллă писатель тĕрлĕ тапхăрта çырнă калавĕсемпе юмахĕсене, повеçĕсене кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;