Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕп тĕллев - асăрхав

Пушар - чи хăрушă инкексенчен пĕри. Вăл никама та тиркемест, нимĕн те хĕрхенмест. Шел пулин те, чуна çÿçентерекен инкексем çулсерен пĕрин хыççăн тепри пулса иртеççĕ.

Акă, районта юлашки виçĕ çулта çырăннă пушарсене тишкертĕмĕр. Кăтартусем лайăхланни палăрать: 2006 çулта унчченхинчен - 9, 2007-мĕшĕнче - 5, 2008 çулта - 10 пушар сахалрах (44) пулнă. Пĕлтĕр виçĕмçулхипе танлаштарсан, вĕсен хисепĕ 18,5 процент чакнă. Çакă, паллах, кăмăла çĕклекен пулăм, апла пулин те кусем - пурпĕрех пысăк цифрăсем. Кашни тĕслĕхре пурлăх сиенленнĕ, такамсем кил-çуртсăр е хуралтăсемсĕр юлнă, е тата хăрушăрах - çынсем вилнĕ. Çавăнпа та пушар хуралĕнче тăракансем чи малтанах инкексене асăрхаттарассине хăйсен тĕп тĕллевĕ тесе шутлаççĕ.

Нумаях пулмасть, акă, районта пĕлтĕр пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарма тата лару-тăрăва пĕтĕмлетме патшалăх пушар асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхне Юрий Иванович Ремнева ыйтрăмăр. Вăл вулакансене хăй ертсе пыракан коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăл туса паллаштарчĕ:

- Чăн та, иртнĕ çулта пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру кăшт лайăх еннелле улшăнчĕ - çунакансем те, вилекенсем те сахалрах. Анчах пур учреждени-организацисенче те, çавăн пекех кашни çын хăрушсăрлăх йĕркине пĕлет, ăна çирĕп пăхăнать теме çук хальлĕхе. Çавна пулах вут-çулăм асар-писер алхасать те.  Акă, пĕлтĕр тухнă пушарсен сăлтавĕсене пăхса тухар: 12  тĕслĕхре - çулăмпа асăрханусăр пулни, 11-шĕнче - электрооборудование вырнаçтарнă е ĕçлеттернĕ чух правилăсене пăхăнманни, 7-шĕнче - ачасем шăрпăкпа выляни тата ытти те. Çапла, чылай инкекре çынсем хăйсем айăпли, çăмăлттайлăхпа тимсĕрлĕх мĕн патне илсе çитерни курăнать. Пушарсен пĕтĕм хисепĕнчен ытларах пайĕ шăп та пурăнмалли  çурт-йĕр секторĕнче çырăннă та, 2008 çулта, акă - 66,3 проценчĕ. Сăмах май, ку тĕлĕшпе Упнер, Вăрманкас, Аçăмçырми, Санарпуç ялсен поселенийĕсенче ÿсĕм палăрать.

Уйрăм хуçалăхсенче, çурт-хваттерсенче «хĕрлĕ автан» час-часах сасă кăларнине кура, «Çурт-йĕр - 2008» профилактика операцине ирттересси çинчен» хушăва пурнăçласа, пирĕн уйрăм коллективĕ те тĕрĕслеве вăйлатрĕ. Халăха пушар хăрушсăрлăхĕн мерисене тĕплĕн вĕрентетпĕр, ку ĕçе ытти асăрхав органĕсене те хутшăнтаратпăр. Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле поселокри, ялсенчи ăнăçсăр çемьесемпе, эрехпе туслă граждансем хушшинче профилактика ирттерессине йĕркеленĕ. Çакнашкал йĕркене пăсма пултаракан çемьесене тата ватă çынсем е инвалидсем пурăнакан çуртсене кĕртсе кашни 19 поселенипех списоксем хатĕрлесе уйрăм шута илтĕмĕр. Ку ушкăнри граждансем пушар хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине мĕнле пăхăннине ял поселенийĕсен представителĕсемпе тата 27-мĕш пушар чаçĕн инструкторĕпе пĕрле çурт-йĕр секторĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ вăхăтра асăрхаса тăратпăр. Чăннипе пушар хăрушсăрлăх нормисене çынсем патне çитерме пĕтĕм майсемпе усă куратпăр. Уйрăм сотрудникĕсем ятарласа вĕрентÿллĕ информаци хучĕсем, памяткăсем хатĕрлесе халăхра сараççĕ.

Инкексене пулса иртме парас мар тесе эпир, паллах, нумай ĕçлетпĕр. Çапах та пирĕн пĕрремĕшле тĕллев - асăрхав. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем чи малтанах вĕрентÿпе сыхлав, культура, социаллă тата ытти пур учрежденире, çурт-йĕр секторĕнче пушар хăрушсăрлăхне мĕнле тивĕçтернине, ку тĕлĕшпе хушусемпе саккунсене çирĕп пурнăçланине тĕрĕслесе тăраççĕ, йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ. Пĕлтĕр те  кунашкал тĕрĕслевсем планпа пăхнă тăрăх иртнĕ, пирĕн инспекторсем палăртнă йĕркепе ялсене тухса çÿренĕ. Тĕрлĕ объектсенче çитменлĕхсем тупăннăран вĕсене пĕтерме хушса информацисем çырнă, айăплă должноçри çынсем те явапран хăтăлайман.

Каласа хăвармалла, уйрăм сотрудникĕсем тата ВДПО участокĕн ĕçченĕсем граждансене тата должноçри çынсене ятарлă программăпа вĕрентеççĕ, ăнлантаруллă профилактика ĕçне те пысăк шайра йĕркелеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;