Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăл ăслăлăхпа ырăлăх вăрлăхне акнă

Урамра-лавккара ăна сасăран паллаççĕ. Çут ĕç тытăмĕн паянхи ăрăвĕ ăна ырă тĕслĕхе лартать. Сумлă ĕçĕсем вăл тимленĕ тăван шкулсен историĕсенче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă.

Унпа калаçнăçемĕн калаçас килет. Сасси хăех вăл учитель пулнине «сутать»: лăпкă, тыткăçуллă. Хăйĕн юратнă ĕçĕ, вĕренекенĕсем пирки çапла хĕмленÿллĕ-çĕкленÿллĕ калаçнине сайра камран илтнĕ. Пурнăçне, тĕрĕсрех каласан ĕçленĕ тапхăра, вăл иртсе кайнă кунсемпе мар, асра юлнисемпе хаклани чĕрере ăшăлăх туйăмĕ çуратрĕ. Аса илÿ çăмхи вара вăрăм: унтан пĕр сăн та, пĕр самант та хуралман.

Тĕрĕссипе, Вăрнарта пуранăкан Эмма Мефодьевна Малова, нумаях пулмасть 70 çул тултарнă, паян кун та ĕçсĕр лармасть. 6-11-мĕш классенче вĕренекенсене математикăна «тăнлантарать», шкул пĕтерекенсене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленме пулăшать.

- Мăшăр вилни 28 çул çитрĕ. Пĕчченлĕхе сирме ачасем пулăшрĕç. Çавăнпа та эпĕ хама çĕр çинчи чи телейлĕ çын тесе шутлатăп, - тет хурланăвне пытарса Эмма Мефодьевна.

«Вĕренекенсем - манăн пĕтĕм пурнăç» текен шухăш вара вĕрентÿ ветеранĕн калаçăвĕнче темиçе хутчен те уççăн палăрчĕ. Вĕсемпе мăнаçланасси, вĕсемшĕн пăшăрханасси çулсем иртсен те  чĕринче сÿнменни Эмма Мефодьевна чăннипех те Турăран вĕрентекен пулнине çирĕплетеççĕ.

Пултаруллă педагог Мăньял Хапăсри хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Хапăсри вăтам шкула ылтăн медальпе  пĕтернĕ. Вăл вăхăтра çак чыса шутлисем кăна тивĕçнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика институтĕнче математикăпа черчени учителĕн квалификацине илнĕ хыççăн направленипе хамăр районти Вăрманкасри шкулта ĕçлеме тытăннă. Çулталăк çурăран шăпа ăна Чулхулана илсе çитернĕ. Çамрăк хĕр чĕрине «вăрланă» Анатолий Степанович Малова, ку вăхăтра мăшăрĕ ĕнтĕ, Партин аслă шкулне вĕренме янă. Приокски районĕнчи 45-мĕш шкулта  тăватă çул кăна ĕçленĕ пулин те, Эмма Мефодьевна вĕрентÿ ĕçĕнчи ăслăлăх вăрлăхне пĕтĕмпех ачасенче «сапнă». Ахальтен мар ĕнтĕ кĕске вăхăтра вăл темиçе Тав хутне тивĕçнĕ. «Тăван тăрăха таврăнма тухсан, перрон çине ăсатма пуçтарăннă ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем паянхи пекех куç умĕнче. Вĕсем парнеленĕ савăт-сапасемпе халĕ те усă куратăп», - сăн ÿкерчĕксемпе, аса илÿсемпе илемлетнĕ папкăпа - ачасен парнипе - паллаштарнă май калаçать Эмма Мефодьевна.

Ĕç çулĕ малалла виçĕ çул Вăрнарти 1-мĕш шкулта хывăннă. Хыççăн 31 çул 2-мĕш вăтам шкулта тимленĕ. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă, чылай çул директор тилхепине çивĕч тытса пынă. РОНО канашĕн, методканашăн, республикăри педагогсен пĕрлешĕвĕн членĕ пулнă. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен ача факторне çÿллĕ шая лартнă, пĕлĕве çăмăлрах меслетпе вĕренекенре хывма тăрăшнă. Çак ăсталăха вăл хăй те  ачаран хăнăхнă темелле. Шкул вăхăтĕнче акă Надежда Ивановна Лескова  вĕренекенĕн кашни сăмахĕ, хусканăвĕ ун ăс-тăнне тыткăнланă. Вырăс хĕрарăмĕ кашни  ачаран çирĕп ыйтнă, ăнланмалла тăнлантарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Эмма Мефодьевна тантăшĕсенчен математиксем виççĕн тухнă, хăйĕн вĕрентекенĕсем хушшинче те  пурнăçĕсене тĕрĕс наукăпа çыхăнтарнисем чылай. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ паян тăван 2-мĕш вăтам шкулта вăй хурать.

Э.Малован пархатарлă ĕçне тĕрлĕ шайри наградăсемпе хакланă. Пахалăхлă пĕлÿ панăшăн, ачасем предметпа туллин ĕлкĕрсе пынăшăн, йĕркелÿпе пултарулăх ĕçне активлă хутшăннăшăн тата ытти енĕпе палăрнăшăн шкултан тивĕçнĕ Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисемсĕр пуçне РОНОран илнисем 12, Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç министерствин грамотисем виççĕ, РСФСР Çут ĕç министерствин - иккĕ.

- Грамотăсем нумай, анчах вĕсенчен те хаклăраххи - ачасем, ашшĕ-амăшĕсен ăнланăвĕ. Ачасене чунтан юратса ĕçленĕ, çак савăнăç халĕ те пĕтмен-ха, - кăмăллăн пĕлтерет ветеран.

Ачасемпе вĕрентекен хушшинче ĕмĕрлĕхе çирĕпленнĕ туслăх, туслăхран та ытларах ăнланулăхпа килĕшÿ, Эмма Мефодьевнан архивĕнче те аван курăнать. Воспитанникĕсем кÿнĕ кашни парнене чыслăн упрать вăл. Акă 60 çулхи юбилей тĕлне хăйсем аллипе туса çакса янă пĕрремĕш степеньлĕ медаль. Докуменчĕ çинче - «...вĕрентекенсемпе, ĕçтешсемпе... кăмăллă пулнăшăн,... тарăн пÿлĕ панăшăн...»

Ытти юбилейсемпе, паллă датăсемпе панисем чылай, архив  сăн ÿкерчĕксемпе, тĕрлĕ дипломсемпе чылай.

Вĕсемпе паллаштарнă май Эмма Мефодьевна тепĕр ырă саманта та аса илчĕ. Вăрманкас шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра çемьелленнĕскере вĕренекенсем хăйне евĕрлĕ парне кÿнĕ иккен. «5-мĕш класа урока кайрăм та тĕлĕнсе кайрăм - сĕтел çине хурăн çырли шăршиллĕ супăньсем купаласа хунă, 30 штук - кашни ачаран пĕрер», -  аса илет вăл.

- Ĕçтешсем, вĕренекенсем паян кун та  манманни, хисеплени çав тери  çунатлантарать. Хам ертсе пынă класс ачисем час-часах хăнана килеççĕ, вăл е ку ĕçпе пулăшаççĕ. Çуралнă кунăмра акă кунĕпе телефон шăпланмарĕ, пĕрле ĕçленисем киле килсех саламларĕç, - савăнăçне пытармарĕ Эмма Мефодьевна.

Хăй ĕçленĕ тапхăрта Э.Малова ултă  кăларăма пурнăç çулĕ çине тăратнă. Выпускниксем ытларах та пулма пултарнă, анчах та вĕрентекенĕн чирлĕ амăшне пĕчченлĕхре хăварас теменнипе юратнă ĕçе пăрахма тивнĕ. Куншăн кулянмасть вăл - амăшне куç пек упраса 100 çула çитиччен пăхма пултарнă-çке! Калама кăна çăмăл - кунран сăваплăрах ĕç вара нимĕн те çук. Юратнă çыннин ĕмĕрне  тăсма пулăшнăшăн пĕр тăван пиччĕш-аппăшĕсем Эмма Мефодьевнана паян кунччен тав туса пурăнаççĕ.

Енчен те вĕрентекеншĕн ĕçе тата вĕренекенсене юратни пĕр тĕвĕре пулсан, вăл - чăн-чăн учитель. Л.Н.Толстойăн çак сăмахĕсем тивĕçлипех - Эмма Мефодьевна Малова çинчен. Вĕрентекен ятне вăл 40 çул çÿлте тытса пынă, çак ят унра нихăçан та сÿнмĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;