Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплăха туйса ĕçлеççĕ

Шĕнер Ишек шкулĕнче вĕрентекенсем ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Акă кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче пуху питĕ кăсăклă иртрĕ. Эпир, ашшĕ-амăшĕ, районти диагностика тата консультировани центрĕнче тимлекенсемпе тĕл пултăмăр.

Наталья Зайцева педагог-психолог ашшĕ-амăшне пуçламăш классенче пĕлÿ пухакан ачисен калаçу чĕлхинчи кăлтăкĕсене мĕнле пĕтермелли меслетсемпе паллаштарчĕ. Алина Волкова педагог-психологăн вĕрентĕвĕ те интереслĕ иртрĕ. Вăл тĕрлĕ психологи тесчĕсем йĕркелерĕ. Людмила Уткина социаллă педагог аслă классенче вĕренекенсен ашшĕ-амăшне, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа професси суйлама мĕнле пулăшмалли пирки каласа кăтартрĕ.

Районти диагностикăпа консультировани центрĕнче вăй хуракансем ашшĕ-амăшĕ хускатнă тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç.

Шĕнер Ишекри шкулăн директорне, вĕрентекенсене çакăн пек тĕл пулу йĕркеленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
28 января 2009
00:00
Поделиться
;