Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çураки çывхарать

Çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси - çĕр çыннин тĕп тĕллевĕ. 10 хуçалăхра вăрлăха кондицие çитернĕ. Анчах та ытти ял хуçалăх предприятисенче вăй хуракансем яваплăха туймаççĕ. Акă кăрлачăн 21-мĕшĕ тĕлне те «МТС», «Правда» кооперативсенче пахалăхлă вăрлăх пачах та çук, «Родник» агрофирмăпа аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тĕрĕсленĕ тыррăн 75 проценчĕ кондицие тивĕçмест. «Вурнарская», «Кольцовка», «Победа», «Броневик» ял хуçалăх предприятийĕсенче те вăрлăх аллассипе ĕçлемелле-ха. Çуракине ирттерме лайăхрах хатĕрленес тĕллевпе юнкун «Луч» кооперативра семинар-канашлу йĕркелерĕç. Унта çак асăннă хуçалăхсен ертÿçисем, агрономĕсем хутшăнчĕç.

Семинар-канашлу ирттерме «Луч» кооператив суйласа илни ахальтен мар. Вăл ÿрĕк-сÿрĕккĕн ĕçлекен хуçалăхсене тĕслĕх кăтартма тивĕçлĕ. В.Ижелеев ертÿçе панкрута тухнă хуçалăха çĕклеме пултарнишĕн мухтамалла. Унăн заместителĕ Г.Ижелеева каланă тăрăх, малтан машина-трактор паркĕнче пĕр йĕрке те пулман: картасем пĕтĕмпех ишĕлсе аннă, пур-çук техники юсавсăр. Фермăра выльăх-чĕрлĕх саси илтĕнмен. Хастар, пуçаруллă ертÿçĕ тăрăшнипе паян хуçалăхра урăхла ÿкерчĕк. Кăçал сысна комплексĕ хута каймалла. Мехпаркра тирпейлĕ, ял хуçалăх машинисене хĕл каçма йĕркеллĕ вырнаçтарнă. Гаража вут хутса ăшăтнăран механизаторсем хаваспах хурçă утсене, агрегатсене ака-суха ĕçĕсем валли хатĕрлеççĕ. «Луч» кооперативăн мехпаркĕ çултан çул çĕнĕ, хăватлă техникăпа пуянланса пырать. Пĕлтĕр «МТЗ-1221» трактор, плуг, дискатор, культиватор, сеялка туяннă. В.Ижелеев çăмăллăхлă кредитпа усă курса «Агрос» комбайн та илесшĕн. Май пур чухне механизаторсем агрегатсене вырăнтах ăсталама тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕсен куравĕпе семинар-канашлăва хутшăннисем те паллашрĕç.

«Луч» хуçалăхра ĕçлекенсем кăçал та çуракине кĕске вăхăтра ирттерме ĕмĕтленеççĕ. Семинара килнисем йĕтем хуçалăхĕнче хĕрÿ ĕç пынине курчĕç: кооперативра вăй хуракансем пикенсех вăрлăх хатĕрлеççĕ. Паян-ыран ĕçе вĕçлемелле. Калас-тăк, тырă алламалли  агрегат тахçанах хăй вăхăтне ĕçлесе татнă. Анчах ăна юсавлă тытнăран вăл вăрлăха хир сĕллинчен тасатса кондицие çитерет.

Çуракине хатĕрленес ĕç районта япăх мар пырать. Хуçалăхсенче пурĕ 2438 тонна удобрени пур. Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 71 проценчĕ - пахалăхлă. «Россельхозцентрăн» районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Шашкин Вăрнар енчи аграрисем акмалли вăрлăх хатĕрлессипе республикăра пиллĕкмĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕ.

Хĕл кунĕсем иртсе пыраççĕ. Сисмесĕрех çуркунне çитĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ В.Нарышкин пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрлăха кондицие çитерме ыйтрĕ. «Санары» агрофирмăран паха сортлă тырра туянма сĕнчĕ. Çак предприятине республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен вăрлăх илме килеççĕ.

Н.Федоров Президент çуллен тĕш тырăпа çĕр улмие пĕрер миллион тонна туса илмелле тенĕ. Ял хуçалăх предприятисем умне лартнă тĕллев пурнăçлантăр тесен кăçал вăрнарсен те сатуртарах ĕçлемелле.

- Кондицие ларман тырра аксан малашне дотаци памаççĕ, - терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов. - Вăрлăха çĕнетсен тухăçĕ те ÿсĕ.

Александр Николаевич çĕр пулăхне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Рапс, выльăх апачлĕх нимĕç пăрçи çитĕнтерни хура тăпрашăн усăллă иккен.

Механизаторсем - ял хуçалăхĕн тĕп вăйĕ. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп инженерĕ В.Никифоров кадрсем çитмесен Вăрнарти 29-мĕш професси училищипе çыхăну тытма хушрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;