Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Донор кунĕсем иртĕç

       Юн тата унăн компоненчĕсене ытларах чухне нимĕнпе те улăштарма пулмасть. Çавăнпа та донорсем питĕ кирлĕ. Вĕсем сывă çынсем пулмалла. 40 хутчен е ытларах юн паракансем «хисеплĕ донор» ята тивĕçеççĕ. Ун пек пархатарлă çынсем районта 61-ен.

     Кăçал донор кунĕсем февралĕн 3-мĕшĕнче район тĕп больницин поликлиникинче тата  февралĕн 12-мĕшĕнче Мăн Явăшри  фельдшерпа акушер пунктĕнче иртĕç. Юн паракансен 9 сехет тĕлне пымалла, пĕрле паспорт  пулмалла. Донорсенчен юн илсен ВИЧ-инфекципе, В тата С гепатитăн чир-чĕр палăрăмĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Мĕн пур донорсен плазмине (юн шывне) упраççĕ. Юн паракансене ĕçрен хăтарнине тата канма хушма кун панине ĕнентерекен справка, 80 тенкĕ укçа параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;