Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Михаил Алексеевич Васильевăн паян - юбилей

Раççей Писательсен союзĕн членĕн Михаил Алексеевич Васильевăн паян - юбилей. Вăл  - С.В.Элкер - ячĕпе хисепленекен, И.Н.Ивник ячĕпе хисепленекен тата А.В.Емельянов ячĕпе хисепленекен  премисен лауреачĕ. Паллă журналист, публицист. СССР пичет отличникĕ. СССР гражданла хÿтĕлев отличникĕ. Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, Мире хÿтĕлекенсен Чăваш комитечĕн, офицерсен «Выстрел» аслă курсĕсен (М.Васильев - отставкăри капитан) Хисеп грамотисемпе, «Муса Джалиль çуралнăранпа 100 çул» Хисеп медалĕпе (М.Васильев шкулта вĕреннĕ чухнех унăн сăввисене вырăсларан чăвашла куçарнă) чысланă.

Михаил Алексеевич Вăрнар районĕнчи Айкăш ялĕнче çуралнă. Мăн Явăш тата Кĕçĕн Кипек шкулĕсенче вĕреннĕ. Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, журналист специальноçне алла илнĕ. Унăн сăввисем, калавĕсем, фельетонĕсем 1955 çултанпа хаçат-журналта пичетленеççĕ. Темиçе кĕнеке авторĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр профессиллĕ журналист ятне çÿлте тытнă, çав шутран 16 çул Вăрнар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. М.Васильев 20 çул ытла халăх депутачĕсен Вăрнар район канашĕн депутачĕ тата яланхи комисси председателĕ пулнă. 1970-1980 çулсенче - Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕн членĕ. 1991 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче ăна РСФСР Журналистсен союзĕн Федеративлă канашĕн членне суйланă.

Район хаçачĕпе паян та тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлекен паллă журналиста, публициста тата писателе - Михаил Алексеевич ВАСИЛЬЕВА - редакци коллективĕпе вулакансем юбилейпа ăшшăн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;