Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурăнма кирлĕ укçа виçи ÿснĕ

Ку эрнере иртнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйтусене пăхса тухнă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш республикинче пурăнма кирлĕ минимум виçине палăртасси.

Каламалла, ку виçе пĕлтĕрхи IV кварталта III-мĕшĕнчипе танлаштарсан 2,2 процент (84 тенкĕ) ÿснĕ, 3981 тенке çитнĕ.

Халăхăн социаллă демографи ушкăнĕсене уйрăммăн илес-тĕк, пурăнма кирлĕ минимумăн виçи ĕçлекенсем валли - 4295 (ÿсĕм - 2 процент), пенсионерсем валли - 3145 (2,5 процент), ачасем валли 3859 (2,5 процент) тенкĕпе танлашнă.

Çак ÿсĕм çине апат-çимĕç продукчĕсене (53 тенкĕ) тата продовольствиллĕ мар таварсене (25 тенкĕ) туянма тăкаксем хăпарни витĕм кÿнĕ. «Тивĕçтерÿсем» статьяпа пăхнă тăкаксем (сăмах май, вĕсем пирĕн республикăра Атăлçи федераллă округĕн ытти регионтисенчен чылай пĕчĕкрех) çав шайра юлнă. Апат-çимĕç хакĕсем те Чăваш енре йÿнĕрех. Сăмахран, пĕр килограмм ыраш çăкăрĕ пирĕн республикăра - 19 тенкĕ те 67 пус, Мари Эл тата Чулхула облаçĕсенче - 20 тенкĕ те 93 пус тата 22 тенкĕ те 23 пус* пĕр литр сĕт Чăваш енре - 24 тенкĕ те 60 пус, Чулхула облаçĕнче 25 тенкĕ те 92 пус тăрать.

Палăртса хăвармалла, пурăнма кирлĕ минимумăн виçи Атăлçи федераллă округăн пур субъектĕнче те ÿснĕ. Чи пысăк ÿсĕм - Чулхула облаçĕнче (122 тенкĕ чухлĕ), Мари Эл (121 тенкĕ) тата Мордва (111 тенкĕ) республикисенче.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, туянма пултараслăх республикăра III-мĕш квартал шайĕнчех - 2,22 - юлнă. Çав вăхăтрах ытти регионсенче  - Мордва республикинче, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенче - чакнă.

Ку цифрăсем Чăваш енре хаксем хуллен хăпарса пынине, çынсен тупăшĕ хăвăрт ÿснине кăтартаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;