Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шăпине ÿпкелемест

Кĕçĕн Кипек шкулĕнче тимлекен Вера Петровна Павлова ĕнер çур ĕмĕрхи юбилейне паллă турĕ.

Çĕн Кипек ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă вăл. Амăшĕ те - Елизавета Степановна, ашшĕ те - Петр Никандрович колхозра вăй хунă. Мĕн пĕчĕкрен вĕсем ачисене ĕçе, çынна хисеплеме, туслă пурăнма вĕрентнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Никандровсен кил-йышĕнче ĕçчен, сăпайлă, маттур ачасем ÿссе çитĕннĕ.

Шкулта Вера химипе биологи урокĕсемпе интересленет. И.М.Тихонова вĕрентекенĕн кашни сăмахне пуçа хывать. Уроксем хыççăн хими кружокне çÿрет. Анчах алла аттестат илсен тÿрех вĕренме кĕме май килмест. Вера амăшĕпе пĕрле «Колос» совхозра рабочи пулса ĕçлет. Анчах малалла вĕренес туртăм чакман унăн. 1978 çулта И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн биологипе хими факультетне вĕренме кĕрет. Шкулта чухнех спортпа маттур пулнă хĕр институтра та ăмăртусенчен  аякра юлмасть. Хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран чупса ăмăртусене хутшăнать. Грамотăсем чылай илет.

Пиллĕкмĕш курсра Кĕçĕн Кипек каччипе Коля Павловпа пĕр çемье чăмăртаççĕ. Мăшăрĕ те хăй пекех вĕрентекен пулса юнашар ялти шкулта физкультура урокĕсене ирттерет.

Дипломлă специалиста направленипе Туçи Çармăсри 8 класлă шкула биологипе хими вĕрентекенĕ пулма яраççĕ. Кĕçех çемьере йыш хушăнать - Дима ывăлĕ çуралать. Вера Петровна Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула ĕçлеме куçать. Пурнăç урапи хăй  çулĕпе малалла тикĕссĕн куçма тытăнать. Тепĕр икĕ çултан тата тепĕр ывăл кун çути курать. Руслан ят параççĕ  ăна телейлĕ ашшĕпе амăшĕ.

Вера Петровнан ывăлĕсем халь ÿссе çитĕннĕ. Дима Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. Тĕп хулара ĕçлет, çемьеллĕ. Нумаях пулмасть-ха вĕсем амăшне чи пысăк парне турĕç. Юбилей тĕлне кăрлачăн 16-мĕшĕнче асламăшне Маша мăнукне парнелерĕç. Çак хыпара илтсен Вера Петровнăн куçĕсенчен телей куççулĕсем юхрĕç. Руслан та çак университетăн строительство факультетне пĕтернĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче ăна çар ретне илсе кайрĕç. Халĕ вăл Свердловск облаçĕнчи Елань хули çывăхĕнче хĕсметре тăрать. Тăтăшах çырусем çырать пулин те амăшĕн чĕри вĕçĕмсĕрех ун çинчен шутлать.

Вера Петровна ĕçре те, ялта та сумлă та хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе Николай Дмитриевичпа иккĕшĕ 25 çул ытла ачасене тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшаççĕ Вера Петровнан ĕçне Раççей  таранах хисеп тунă. 2004 çулта Раççейри Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Кунсăр пуçне унăн Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамоти пур, районти вĕрентÿ пайĕнчен панисем чылай.

Нумай çул хушши Вера Петровна шкулти вĕрентÿпе опыт участокĕнче вăй хурать. Кашни çулах районта ирттерекен конкурсра малти вырăна тухать. Пĕлтĕрхи  пĕтĕмлетÿсем хыççăн та  пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ Кĕçĕн Кипекри вĕрентÿпе опыт участокĕ. Предметпа  ирттерекен олимпиадăсене те хастар хутшăнаççĕ унăн вĕренекенĕсем. Çулсеренех малти ретре пулаççĕ. 11-мĕш класс ертÿçи пулнă май ачасене патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ăнăçлă тыттарас  енĕпе нумай тăрăшать. Тĕрлĕ калаçусем ирттерет, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытать.

Обществăлла ĕçрен те нихăçан та пăрăнмасть Вера Петровна. Районта профсоюз енĕпе ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенчен пĕрре те парнесĕр килмен вăл. Ялти художество пултарулăх коллективĕн хастар членĕ. Спектакльсенче вылять, концертсемпе ялсем тăрăх çÿрет. Хăй уçă кăмăллă пулнăран унăн пĕлĕш-тантăш, хурăнташ питĕ нумай. Хăнасене яланах тарават Павловсен çемйинче.

- Хамăн шăпана пĕртте ÿпкелеместĕп. Анне сывă, юратнă мăшăр çумра, ачасем ÿссе çитĕнчĕç, тĕрекленчĕç, асанне ятне илтрĕм. Хам юратнă ĕç пур, тус-юлташ, тăван-пĕтен ытам тулли, кунран ытла мĕн кирлĕ, - тет сăпайлă хĕрарăм.

Эпир пĕтĕм шкул коллективĕ, тăванĕсем, унăн вĕренекенĕсем Вера Петровнана çак сумлă юбилей ячĕпе чĕререн саламласа паянхи пекех хастар та тăрăшуллă пулма, çемьере ачисемпе мăнукĕсен ăшшине, тавне туйса пурăнма сунатпăр. Телейпе ăнăçу яланах пĕрле çÿреччĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;