Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Штраф хунă

Вăрнар автостанцийĕнчен пассажирсем турттаракан уйрăм предпринимательсем - пурĕ 15 çын - Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн помощникĕнчен А.Илларионовран пулăшу ыйтнă. «Эпир «АвтоВАС» акционер обществипе килĕшÿ туса пассажирсем турттаратпăр. Çавна май маршрут паспорчĕпе килĕшÿллĕн хамăрăн рейссене тухатпăр, налуксене яланах вăхăтра тÿлесе тăратпăр, çул çинче пассажирсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтеретпĕр. Çав вăхăтрах пире ĕçре харпăр хăй автомашинисемпе пассажирсене турттаракансем ура хураççĕ. Шăпах пирĕн рейссем умĕн вĕсем çул хĕресленĕвĕнче пассажирсене хăйсен машинисене лартаççĕ. Паллах, вĕсен пассажирсене турттарма ирĕк паракан лицензи те çук, налуксем те тÿлемеççĕ, саккуна пăсаççĕ», - тенĕ çырура.

Апполон Федотович водительсен çырăвне Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3-мĕш инспекцие ярса панă. Налукçăсем РФ Патшалăх Депутачĕн помощникĕн ыйтăвне çийĕнчех пăхса тухнă, тĕрĕслев ирттерсе саккуна пăсса пассажирсем турттаракан водительсене çулса илнĕ. Инспекци пуçлăхĕ  З.Афанасьева  депутат    помощникне çырса хуравланă тăрăх, М 165 ВР 21 RUS  тата 0 075 ЕК 21 RUS номерлĕ «ГАЗель» автомашинăсем - Анатолий Иванович Федоровăн харпăрлăхĕ. Çак автомашинăсемпе Геннадий Анатольевич Данилов тата Сергей Иванович Вишневский уйрăм предпринимательсем пек патшалăх регистрацийĕсĕр ĕçлеççĕ, пассажирсене турттараççĕ. Вĕсем тĕлĕшпе протокол çырнă. Вăрнар районĕнчи 1-мĕш суд участокĕн миравай судйин постановленийĕпе Г.Даниловпа С.Вишневские 500-шер тенкĕ административлă штраф хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2009
00:00
Поделиться
;