Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлетпĕр

Прокуратура тытăмĕнче тимлекенсем тĕрлĕ сферăра пур енлĕ асăрхава пурнăçлаççĕ. Районти предприяти-организацисенче, учрежденисенче ĕç саккунĕсене тĕпе хурса тимлеççĕ-и - çакна та прокуратура сотрудникĕсем кирлĕ шайра тĕрĕслесе тăраççĕ. Пĕлтĕр те, акă, ку тĕлĕшпе калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ, «кÿрентернĕ» ĕçлекенсене вĕсен саккунлă прависене хÿтĕлесе пулăшу панă. Çав шутра - ĕç укçине тÿлемен тĕслĕхсемпе те.

Çапла майпа, ĕç укçине тÿлесе татманнипе çыхăннă тĕслĕхсемпе район прокуратури 2008 çулта 30 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 11 организаципе предприяти ертÿçисем тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе - ĕç тата ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăснăшăн - административлă ĕç пуçарнă. Тĕрĕслевре курăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса 21 представлени çырнă, ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлесе ĕç укçине шыраса илме ыйтса суда 204 заявленипе тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен, прокуратура хутшăннипе ĕç укçи тĕлĕшпе 1,5 млн ытла тенкĕ парăма татнă.

Ку çул та Вăрнар район прокуратури граждансен ĕç прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕç-хĕле çĕнĕ вăйпа малалла тăсĕ. Çав шутра тĕрлĕ сăлтавпа ĕç укçине е ытти тÿлевсене илейменнисене те пулăшĕ.

Район çыннисене аса илтеретпĕр: ĕç саккунĕсене пăснă пĕтĕм тĕслĕхсем пирки прокуратурăна пĕлтерсе тĕрĕсмарлăха пĕтерме май пур. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт. Çак телефонпа шăнкăравлама пултаратăр: 2-51-52.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться