Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен киревсĕр ĕç тума вăхăт ан пултăр

транспорт çинчи шалти ĕçсен Чăваш енри  линейнăй   пайĕн çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторĕ,милици лейтенанчĕ

 

 

Транспорт çинчи шалти ĕçсен линейнăй пайĕн çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторĕсем чи малтанах хăйсем пăхса тăракан участоксенче ачасем чукун çул çинче аманассине, вĕсем тĕрлĕ преступленисене хутшăнассине, килсĕр-хÿтлĕхсĕр çапкаланса çÿрессине асăрхаттарассине ĕçри тĕп тĕллевсем шутне кĕртеççĕ. Шкулсенче, ытти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансем каникулсенче каннă вăхăтра тимлĕхе уйрăмах вăйлататпăр.

Кăçалхи январь уйăхĕнче те, акă, ятарлă «Каникулы» операци иртерĕ.

Ачасемпе тĕл пулнă чух та, хаçат урлă тухса калаçнă май та  эпир пурне те чукун çул çинче хăть хăçан та питĕ асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Яланах сыхă пулни пачах та чăрмантармасть, уйрăмах - каçхи вăхăтра. Çапах та, çын эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ-тĕк, тимлĕх çинчен калаçмалли те çук. Вăл хăй инкеке лекме кăна мар, ыттисемшĕн те  хăрушлăх кăларма пултарать. «Каникулы» операци вăхăтĕнчех, акă, январĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Канашри линейнăй пай пăхса-асăрхаса тăракан участокра чукун çул çинче икĕ çын вилнĕ тĕслĕх пулнă. Çавăн пекех, ÿсĕрле лекнĕ, 16 çул тултарман çамрăксем тĕлĕшпе те административлă протоколсем çырма тивнĕ.

Çавăнпа та транспорт милицийĕ ачасемпе çамрăксене, хăйсен сывлăхĕ çинчен шутласа, чукун çул çинче ним тĕллевсĕр, ахаль çапкаланса çÿреме юраманни пирки аса илтерет. Ашшĕ-амăшĕсене каникул вăхăтĕнче ывăлĕ-хĕрĕсене кружоксене, спорт секцийĕсене çÿретме, аслашшĕ-асламăшĕсем патне хăнана яма е лагерьсене вырнаçтарма сĕнетпĕр. Урăхла каласан, вĕсен киревсĕр ĕç тума вăхăт ан пултăр. Енчен те кунашкал тума май çук пулсан, ачасене пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшăр: кил-çуртра тирпейлеме хушăр, илемлĕ литературăпа кăсăклантарăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ачасенчен япăххи аякран пăрăнса ирттĕр тата киревсĕр ĕçсене ан хутшăнччăр тесен, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ темăсемпе калаçăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш парăр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться
;