Коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе - «вĕри лини»
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче юлашки çулсенче чылай улшăнусем пулса иртрĕç. Анчах халăха хумхантаракан-пăлхантаракан ыйтусем те çук мар, çакна район хаçачĕн редакцине килекен çырусем те яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Çавăнпа та «Çĕнтерÿ çулĕ» çитес юнкун, февралĕн 11-мĕшĕнче, коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе «вĕри лини» ирттерме шутларĕ.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, хăвăра пăшăрхантаракан ыйтусене районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине 2-52-30 е 2-52-57 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Вĕсене çак кун кунĕпех йышăнатпăр.
"Çĕнтерÿ çуле"