Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТĔЛ ПУЛУ

Район хаçачĕн иртнĕ уйăхри пĕр номерĕнче Юпшик Ялтăрара пурăнакан Маркел Осипович Осипова тăванĕсем 90 çул тултарнă ятпа саламланине вуланăччĕ. Вăл çак  çула çитнишĕн чунтанах савăнтăм. Маркел Осиповичпа эпĕ Калининăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнăччĕ. Вăл пенсие тухичченех райпотребсоюз автогаражĕнче водительте ĕçлерĕ, Калинино ялповĕн лавккисене тĕрлĕ тавар турттаратчĕ.

Эпир, шкул ачисем, çамрăк пулин те кашни кун 12-шер çухрăм утасшăн пулман ĕнтĕ. Çавăнпа та райпотребсоюз водителĕсене хаваспах тавар пушатма пулăшаттăмăр. Ара, вĕсем пире çула май киле лартса каятчĕç. Водительсенчен чи кăмăлли Маркел Осипович Осиповчĕ. Вăтам пÿллĕ, типшĕм çынччĕ, питĕнче шатра чирĕ хыççăн юлнă паллăсем пурччĕ. Сахал мар лартса çÿренĕ вăл пире.

Шкул хыççăн вунпиллĕк çултан Маркел Осиповичпа каллех тĕл пулма тÿр килчĕ. Ун чухне эпĕ районти тĕп больницăра хирургра ĕçлеттĕм. Кÿлхĕрринчи тăванăм телефонпа шăнкăравларĕ, мăшăрĕ аппендицитпа Калинино больницине лекнĕ-мĕн, тархасшăн, ăна операци тума килсемччĕ, тет. Çийĕнчех вырăна çитрĕм. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн каялла васкатăп. Постра ларакан медсестра мана курчĕ те чупса пычĕ:

- Василий Николаевич, тархасшăн, пăхăр-ха пĕр чирлĕ çынна, ĕнер пирĕн тухтăрсем ăна операци туса хăтланчĕç те çынни паян вилес пек выртать, пĕр виçе хăсать...

Хайхи асапланакан çын пире машинăпа лартса çÿренĕ Маркел Осипович иккен. Вăл мана курчĕ те  куççульпе макăрма тытăнчĕ:

- Василий Николаевич, чĕререн ыйтатăп, тархасшăн, çăлса хăвар, вилес килмест...

Юнашар ларса пăхрăм та операци тăвакансем хăйсен ĕçне вырăнлă пурнăçламаннине, чирлĕ çынна пулăшусăр хăварнине ăнлантăм. Çийĕнчех тепĕр хут операци тума хатĕрленме хушрăм. Çапла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне вилĕмрен çăлса хăвартăмăр.

Пĕр-ик уйăх иртнĕччĕ пулас. Пĕррехинче кăнтăрлахи апата кайма тухрăм. Больница хапхи умĕнче мана Маркел Осипович кĕтсе тăрать.

- Василий Николаевич, ăçтарах пурăнатăр; - ыйтать вăл. - Ларăр, пĕрле кайăпăр.

Хайхискер мана валли ятарласа пĕр ещĕк панулми тиесе килнĕ-мĕн. Хăй каланă тăрăх, сачĕ питĕ чаплă иккен унăн. Ку кăна мар - Маркел Осипович пиллĕк çăлтăрлă коньяк туртса кăларчĕ. Çапла, пурнăç çулĕнче тепĕр хут тĕл пултăмăр унпа.

Эпĕ те çитмĕл урлă каçрăм ĕнтĕ. Маркел Осипович, авă, 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ырă кăмăллă çынна малалла та таса сывлăхпа пурăнма сунатăп.

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Маркел Осиповичăн мăнукĕ халăх сывлăхне сыхлас ĕçре вăй хурать, республикăри тĕп больницăра паллă хирург шутланать. Эппин, эпир пурнăç çулĕпе усăсăр утса ватăлман.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться