Террактсене асăрхаттарасси - уйрăм тимлĕхре
Аса илме хăрушă: Раççейре пулса иртнĕ террорла актсем вуншар-çĕршер çын пурнăçне сĕмсĕррĕн татрĕç. Урамсемпе чип-чипер утса пынă çынсем, пĕр популярлă мюзикла курма килнисем, Бесланти ним айăпсăр ачасемпе вĕрентекенсем... (ку списока тем тăршшех тăсма пулать) - такамсен, тĕрлĕ вăйсен хирĕçтăрăвĕсене пула пурнăçран уйрăлчĕç, вĕсен тăванĕсемпе çывăх çыннисен куçĕсенче куççуль паян кун та типме пĕлмест. Такамсем тем пайлаççĕ, «чăннине» шыраççĕ, тĕнпе хупланса хура ĕçсем тăваççĕ, анчах пĕтĕм «вут-хĕмĕ», инкекĕ ахаль çынсене пырса тивет.
Раççейре террорла актсене, хăрушă лару-тăрăва асăрхаттарасси - патшалăх ертÿçисем шайĕнче уйрăм тимлĕхре. Пирĕн районта ку пĕлтерĕшлĕ ĕç шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн, район администрацийĕн, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен пайĕн тата ытти учреждени-предприятисен пĕрлехи вăйĕпе комплекслă программăпа пурнăçланать. Район территорийĕнче вырнаçнă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, хăрушлăх кăларма пултаракан объектсен шанчăклă хуралне тивĕçтерме çирĕп мерăсем йышăннă. Кашни объектрах гражданла оборонăшăн, терроризма хирĕçле ĕç-хĕлшĕн яваплисем пур. Кунсăр пуçне вĕсем çумне милици сотрудникĕсене çирĕплетнĕ. Йĕрке хуралçисем прокуратура сотрудникĕсемпе пĕрле ку объектсене мĕнле хÿтĕленине вырăнта курса тишкерме тăтăшах тĕрĕслевсем ирттереççĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушаççĕ. Хăшĕ-пĕрисенче, сăмахран, хăрушсăрлăх паспорчĕсем çук. Çавна май пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче ертÿçĕсене тата яваплă çынсене пухса шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ çумĕнчи канашлура ку документсене хатĕрлемелли йĕрке çинчен ăнлантартăмăр. Ытти çитменлĕхсене асăнас-тăк, пĕрисенче хуралпа пушар сигнализацийĕ юсавсăр, хăрушлăх сигналĕсем тата сасса вăйлатакан çыхăну çук, теприсенче террактсене асăрхаттарассипе вĕренÿсем йĕркелемеççĕ е вĕсене ирттерессишĕн яваплисене палăртман тата ытти те.
Террорпа çыхăннă преступленисем пулас-тăк, милици сотрудникĕсем тата ытти подразделенисем яланах хатĕр пулччăр, ку лару-тăрура кирлĕ мерăсене хăвăрт та тĕрĕс йышăнма хăнăху ÿстерсе пырас тесе ятарлă тренировкăсем, вĕренÿсем ирттеретпĕр. Пĕлтĕрхи иккĕмĕш çурçулта, çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн, «Ураган-4» тактикăлла вĕренÿсем казначействăпа почтамт çурчĕсенче, «Август» фирмăн филиалĕнче йĕркеленĕ.
Раççейре тĕрлĕ регионсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче сирпĕтмелли устройствăсемпе усă курса пĕрре мар терракт хатĕрленĕ те, районти темиçе этажлă пур çурта та, путвалсемпе чартак пÿлĕмĕсене те тĕрĕслесе тăратпăр, больницăсемпе вĕренÿ заведенийĕсен, ача сачĕсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерессипе хушма мерăсем йышăнтăмăр. Кашни шкултах ку темăпа агитматериалсене вырнаçтарнă. Вăрнарти шкулсенче пропуск йĕркишĕн «Охрана» учреждени сотрудникĕсем яваплă. Çавăн пекех вĕсенче тата Вăрнарти училищĕпе ял хуçалăх техникумĕнче милицие васкавлăн чĕнмелли кнопкăсем пур.
Тĕрĕссипе каласан, террорла актсене асăрхаттарасси енĕпе тимлессине шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи, пай пуçлăхĕсем уйрăм шута илнĕ. Çав шутра - хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртассине те. Пĕлтĕрхи январь-декабрь уйăхĕсенче ку енĕпе 758 тĕрĕслев ирттернĕ, хĕç-пăшал тытакан 76 çынна административлă явап тыттарнă, 76 сунар пăшалĕ туртса илнĕ, 10-шне çынсем хăйсен ирĕкĕпе килсе панă.