УЙРĂЛУ ХАКĔ
«Аргументы и факты» хаçатра Михаил Горбачев панă интервью пичетленнĕччĕ. «Борис Ельцина хăй вăхăтĕнче пĕр-пĕр çĕршыва банан татма ямаллаччĕ, хамăн та Форса канма кайма тăхтамалла пулнă, вара Союз çапла арканса каймастчĕ», - сăмахлать паян крокодил куççульне кăларса Совет Союзĕн пĕрремĕш тата юлашки президенчĕ пулнăскер. Паллах, хайхи Горбачевăн Белоруссири чăтлăх вăрманти ĕçкĕ-çикĕ хыççăн виçĕ республика пуçлăхĕсем çураçса Совет Союзне аркатма алă пуснă килĕшĕве чĕрсе тăкса çÿп-çап карçынккине вăркăнтармалла кăна пулнă. Мĕншĕн тесен темиçе уйăх маларах кăна пĕтĕм халăх референдумĕнче ытларахăшĕ Совет Союзне сыхласа хăварма сасăланăччĕ.
М.Горбачев арăмĕпе Америка тăрăх саркаланса-савăнса çÿренĕ чухне пирĕн телекорреспондент çапла ыйтрĕ: «Михаил Сергеевич, эсир сивлекен Ельцин политикăра каллех пуçне çĕклеме пуçларĕ. Мĕнле шутлатăр: тепĕр хут ура çине тăма пултарĕ-ши вăл;» Горбачев йĕрĕнчĕклĕн кулса илчĕ, унтан куллине пытарчĕ те: «Тăраймасть пулĕ, вăхăт кăтартĕ», - тесе хучĕ. Çак сăмахсене пула та ĕнтĕ Совет Союзне аркатса хучĕç. Тĕрĕссипе, çав килĕшÿ çине алă пуснисем М.Горбачев алăри влаçа çапла çăмăллăнах вĕçертессе шутламан та.
Калама çук хакла ларчĕ халăхшăн вăрттăн тунă çак «уйрăлу». Халĕ вăл пурне те йăлтах тăлласа лартрĕ. Кашнинчех Çĕнĕ çул умĕн Украинăпа Раççей хушшинче «газ вăрçи» сиксе тухать. Грузи те пирĕнпе пĕр чĕлхеллĕ пулса калаçаймасть. Балтика тăрăхĕнчи пĕчĕк çĕршывсем пирки сăмах пуçарма та кирлĕ мар. Вĕçĕм «оккупантсемпе», палăксемпе вăрçса ĕçлеме те манса кайрĕç пулас. Кризис «çунатти» кăшт пырса çапсанах аптраса ÿкрĕç, чул йăтса урама тухрĕç.
Хăй вăхăтĕнче Горбачевпа Ельцин хирĕçсе кайман пулсан, паллах, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă çак йывăрлăхсене халăх та, патшалăх та ытлашши сиссе юлмастчĕç. Паянхи саманара кризис тени Беларуç халăхне кăна тытса силлеймерĕ, ку енĕпе Казахстана та пирĕнтен самаях çăмăлрах. Мĕншĕн тесен вĕсен пуçлăхĕсем чылай малашлăха пăхма ĕлкĕрчĕç. Эпир вара Ельцинпа унăн таврашĕ çаптарнă юмаха - çĕнĕлле пурнăç пирĕншĕн пыл та çу пуласса - хăлхасене тăратсах итлерĕмĕр.
Паянхи куна илес-тĕк, халăхăн 50 проценчĕ пуласлăх пирки иккĕленет. Чылай çĕрте ĕç вырăнĕсене чакараççĕ, çынсем ĕçсĕр тăрса юлаççĕ. Хаксем куллен ÿсеççĕ. Нумайăшĕн кредитпа илнĕ укçана тавăрса пама пысăк йывăрлăхсем сиксе тухрĕç.
Паллах, пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ çĕршыв умне чылай çивĕч ыйтусем кăларса тăратрĕ. Хулара пурăнаканшăн та, ял çыннишĕн те пурнăç çăмăл мар халĕ. Хумхантаракан ыйтусем темĕн чухлех. Социализм е капитализм тăватпăр - пурпĕрех. Анчах халăхшăн чи кирли - ĕç вырăнĕ тата ĕç укçи. Вĕсемсĕр пурнăç тĕллевĕ пĕтсе ларать. Çĕршыв ертÿçисем халăха социаллă хÿтлĕх енĕпе кÿрентерместпĕр тесе сăмах параççĕ-ха, анчах нефть хакĕ малалла та çакăн пек чакса пырсан, «хăрушсăрлăх минтерĕ» пире те пулăшаймĕ. Ара, çĕр айĕнчи нефть те кашни кунах чакса пырать-çке. Паллах, газпа нефть сутнипе кăна çĕршыва ура çине тăратаймăпăр. Промышленноçа, ял хуçалăхне, наукăна аталантармасăр малалла каяймăпăр.
Çапла, уйрăлу хакне тинех ăнланма пуçларăмăр пулас. Шел, ваттисем калашле, чавса çывăх та, çыртма çук.