Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Укçа ыйтма хăтланнă

Февралĕн 3-мĕшĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Калинино салинче каçхине 57-ри арçынна тытса чарнă. Пĕр сăлтавсăр мар, паллах. Вăл Калининăра вырнаçнă Вăрнарти ДРСУ территорине киревсĕр ĕç тăвас шухăшпа ирĕклĕнех кĕрсе кайни палăрнă. «Пултаруллă» арçын унтан пушă алăпа тухман, кивĕ котельнăй пÿлĕмĕнчен çул-йĕр сигнал юписене вăрласа тухнă.

Калининăра пурăнакан çамрăк хутшăннипех февралĕн 1-мĕшĕнче те киревсĕр ĕç пулса иртнĕ. Çула çитмен К. Вăрнар автовокзалĕ çывăхĕнче 22-ри П. çумне çулăхнă. Иккĕшĕн хушшинче тем сăлтавпа хирĕçÿ тухнă, алăсемпе урасем те хута кайнă. К. ÿт-пĕве сиенлетессипе хăратса, хăйне 2 пин тенкĕ пама ыйтнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 февраля 2009
00:00
Поделиться