Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр ĕçченĕпе Çамрăксен çулталăкне уçрĕç

Поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕпе Вăрнарти ÿнер шкулĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников хÿтте кĕрсе ирттернĕ концерт халăхăн чун-чĕринче чăнахах та манмалла мар туйăмсем хăварчĕ. Чаплă! Кашни номерте  чăн пултарулăх тапса тăчĕ! Тăвăллăн алă  çупнă сасă  концертри кĕвĕ-çемĕпе  пĕрлешсе халĕ те хăлхара илемлĕн янăрать.

Пире музыка пĕрлештернĕ! Çапла ят пачĕç Раççейри Çамрăксен çулталăкне тата Чăваш енри  Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă концерта. Тÿрех калам, вăл пĕр ÿстермесĕр çитĕнекен ăрăва пултарулăх тĕнчине илĕртекен, воспитани парас тĕллевлĕ мероприятие çаврăнчĕ.

Çамрăклăхсăр, талантсăр, ăс-тăнсăр, ĕçченлĕхсĕр çĕршыв малашлăхĕ тĕтреллĕ. Чăваш ен Президенчĕ çирĕплетнĕ Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ Раççей Президенчĕ йышăннă Çамрăксен çулталăкĕ пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ, шайлашуллă çыхăнура пулмаллине, иккĕшĕ те  Раççей, Чăваш ен аталанăвĕн тĕртĕмĕ пулнине палăртрĕç ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников тата  райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп  агрономĕ Владимир Нарышкин. Юрă-кĕвĕ уявĕн пуçаруçисенчен пĕри, хутăш препаратсен завочĕн  социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений  Захаров хăйĕн калаçăвĕнче паянхи ăрăвăн пĕр пайĕ çĕрлехи барсемпе кафесенче эрех-сăра ĕçсе пĕтнишĕн пăшăрханчĕ, пултарулăх туртăмĕ ирсĕр авăртан çăлнине, концерта хутшăнакансем вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине яр уççăн çирĕплетрĕ.

Сцена çине вара Вăрнарти ÿнер шкулĕнче тĕрлĕ çулта пĕлÿ илнĕ, халĕ республикăри, Раççейри вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, поселокри пултаруллă çамрăксем тухрĕç. Вĕсем - районти, республикăри, регионсем хушшинчи тĕрлĕ конкурс-фестивальсен çĕнтерÿçисем, призерĕсем. Ольга Иванова акă, - Живагин ячĕллĕ патриотла юрăсен конкурсĕн, «Раççее юратса», «Чăваш ен чечекĕсем», ытти фестивальсен призерĕ. Володя Ашмарин - Живагин ячĕллĕ III тата IV конкурссен çĕнтерÿçи, «Чĕрĕ çăлкуç» фестиваль призерĕ. Халĕ Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студентки Настя Караваева халăх инструменчĕсемпе каласа «Çĕнĕ ятсем», «Хавхалану» конкурссенче палăрнă. Ирина Стешко, Снежана Михайлова, Люба Тестова, Светлана Андриянова, Наташа Степанова, Оксана Кормушкина, Катя Иванова, Лена Лукина, Петр Давыдов та пултарулăх тĕнчинче ÿсĕмсем тунă, «Мехел», «Чăваш ен çăлтăрĕсем», «Перепелочка», «Уçă саслă ачалăх», «Ахах тумлам» тата ытти творчество конкурсĕнче палăрнă.

Уявра пĕр «суя» (фонограмма) сасă та илтĕнменни савăнтарчĕ. Турă панă талант кашни çамрăкра уççăн палăрчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку номерсене вăрнарсен ентешлĕхĕн уявĕсенче концерт программине кĕртме сĕнчĕç.

Çакнашкал концерт çитес çул та, студентсен каникул вăхăтĕнче, каллех пире хăй  ытамне пухĕ. Хальлĕхе вара çамрăк артистсем, Вăрнар район пуçлăхĕн А.Кузьминăн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕскерсем, Çамрăксен çулталăкĕнче тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче пысăк ĕçсем тума ăнăçу сунса сывпуллашрĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;