Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлени харама каять

Этем тени ĕçпе паха теççĕ. Тăрăшуллă çынсем ик-виç ĕне усрама та вăй çитереççĕ. Çăвĕпех выльăх-чĕрлĕхе хĕл лайăх каçарас тесе пуç çĕклемесĕр ĕçлеççĕ, гектарĕ-гектарĕпе курăк çулса утă хатĕрлеççĕ. Тепĕр чух ĕçлени харама кайнă пек туйăнать: пĕр литр сĕтшĕн пирĕн тăрăхра 6 тенкĕ кăна параççĕ. Капла хушма хуçалăха епле аталантарăн; Канаш, Красноармейски, Елчĕк районĕсенче хăть сĕте 8 тенкĕпе пуçтараççĕ. Хамăр районта, Туçи Çармăс, Кĕçĕн Кипек, Енĕш енче, пурăнакансен ĕçне мĕншĕн хисеплемеççĕ;

Сĕт хакне ÿстермелли çинчен «Хресчен ĕçне хакламалла» статьяра автор тĕрĕс каланă. Ял çыннине ĕçлеме хавхалантармаллах. Вара çĕршыв тата  тĕреклĕрех пулĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ырă улшăнусем пуласса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;