Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пылак çимĕçпе сăйлаççĕ, чир-чĕртен сиплеççĕ

Хурт-хăмăр ĕçĕ Чăваш енре ĕлĕкренпех анлă сарăлнă. Вăл яланах хисеплĕ те сумлă, пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланнă. Тĕрĕссипе каласан, паянхи кун та манăçа тухман кăна мар, çулсеренех утарçăсен йышĕ ÿссе пырать. Кăмăл тăвакансем чылай та, анчах кашниннех ал лармасть çав. «Пыл хурчĕсене юратса пăхмалла, унсăрăн ку ĕçре çитĕнÿсем  тума çук», - теççĕ опытлă ăстасем. Чăн та, кашни ял çынниех хуçалăх тулли кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх усрама пултарать-тĕк, пыл хурчĕсене вара пурте ĕрчетме ăсталăхпа чăтăмлăх çитереймеççĕ. Апла пулин те, вĕсем паракан тĕрлĕ продукци - пыл, прополис, чечек тусанĕ, ама сĕчĕ, пыл хурчĕсен наркăмăшĕ тата ытти - паянхи кун та хакра, сиплев пахалăхĕсем çинчен пĕлмен-илтмен çын та çук пулĕ.

Районта утарсем тытакан хуçалăхсемпе тата уйрăм хурт-хăмăр ăстисемпе ĕçлессине йĕркелекенĕ - Вăрнар тата Элĕк районĕсен зоотехник-утарçи Иван Михайлович Федоров. Пыл хурчĕсем тытакансемшĕн çурхи хĕрÿ тапхăр пуçланиччен унпа тĕл пулса калаçрăмăр, районта хурт-хăмăр ĕçĕ мĕнле аталанса пынине ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Иван Михайлович, пирĕн тăрăхра юлашки вăхăтра пыл хурчĕсен çемйисен хисепĕ ÿсни, çынсем ку ĕçпе ытларах та ытларах кăсăкланни сисĕнет-и;

- Çапла, районта чунтан-кăмăлтан, вăхăта шеллемесĕр тимлекен хурт-хăмăр ăстисем сахал мар, вĕсен шучĕ ÿссех пырать. Шкул ачисенчен пуçласа ватăсем таранах кăсăкланаççĕ ку тĕлĕшпе. Чи аслисем, акă, 70 çултан та иртнĕ. Ялсене илес пулсан, Ершепуç, Шĕнер Ишек, Çĕрпел ял поселенийĕсенче утарçăсен йышĕ те, çемьесен шучĕ те пысăк пулнине, кулленех нумайланса пынине палăртас килет. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вара темшĕн лару-тăру урăхларах, пыл продукчĕсене илесси чакрĕ. Маларахри çулсенче аслă ăрури çынсем хурт ĕрчетнĕ пулсан, халĕ çамрăксем ытларах та ытларах хутшăнни питĕ савăнтарать. Тин çеç пуçăнакансене, паллах, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Мĕнле йывăрлăхсем тухаççĕ-ха вĕсем умне: инвентарь, хурт çемйисем, пушă карассем çукки, кÿршĕсем хирĕç пулни тата ытти те. Çак ыйтусене пама тата консультативлă пулăшупа тивĕçтерме яланах хатĕр. Кунсăр пуçне опытлă утарçăсемпе тĕл пулса тачă çыхăнса ĕçлеме, вĕсенчен вĕренсе пыма май пур.

Районпа пĕтĕмĕшле илес пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче пыл хурчĕсен - 219, ытти организацисенче 100 çемйине тытаççĕ. Чи пысăк утар - «Санары» агрофирмăра. Уйрăм çынсен тата хуçалăхсенчи çемьесен пĕтĕмĕшле хисепĕ - 2000 ытла.

- Пыл хурчĕсем хуçисене тупăш та сахал мар параççĕ ĕнтĕ;

- Паллах, хурт-хăмăрпа «туслашса» çын чун киленĕçне те, çав вăхăтрах тупăш та илет. Урăхла каласан, юратнă ĕç çемье бюджетне темиçе хут пысăклатма май парать. Хăвăрах шутласа пăхăр. Акă, пĕр çемьене 2-2,5 пин тенкĕпе туянма пулать. Унтан утарçă тепĕр çемье те, пыл та кăларать. Пĕлтĕрхи кăтартусене тишкерсен, хуçалăхсенче пĕр çемьерен вăтамран 10,6 килограмм пыл илнĕ, уйрăм çынсем - икĕ хут ытларах. Пĕр килограмм хакĕ 180 тенкĕ пулнă. Ку цифрăсем пĕр çемьепе илсен терĕмĕр, анчах вĕсен шучĕ ÿссе пынă май тупăш та самаях пысăкланать вĕт. Çав шутрах сиплевре хаклă продуктсем - прополис, ама сĕчĕ, ăвăс тата ытти - çинчен ан манăр.

Хуçалăхра пыл хурчĕсене ĕрчетнин тепĕр усăллă енĕ - вĕсем ял хуçалăх культурисене шанчăклă шăркалантарни, садсемпе пахчасене ешерсе çимĕç пама пулăшни. Ĕçчен те вăр-вар хуртсем тухăçлăха, вăрлăх пахалăхне хăпартаççĕ, курăк ÿсĕмне çирĕплетеççĕ. Апла пулсан, хурт-хăмăр продукципе танлаштарсан, ял хуçалăхне вуншар хут ытларах усă  кÿреççĕ.

- Пыл усăлли пирки пурте - ученăйсем те, ахаль çынсем те - нумай калаçаççĕ. Çапах та мĕнпе уйрăмах паха вăл;

- «Çыншăн чи кирлĕ апат - шыв, çăкăр, пыл тата сĕт», - тенĕ авалхи ăсчахсем. Ахальтен çапла каламан. Пĕр кашăк пылта, акă - чăн-чăн аптека, унта пурнăçшăн тата сывлăхшăн хаклă 400 ытла элемент (хăвăрт ирĕлекен углеводсем, витаминсем, микроэлементсем, ферментсем, органикăллă пĕрлешÿсем) кĕрет. Ку пылак çимĕç - хăть хăш ÿсĕмри çынсемшĕн паха апат, ăна хăй тĕллĕн те, çăкăрпа та, пăтăпа та, сĕтпе те, тăпăрчпа, улма-çимĕçпе тата сĕткенсемпе хутăштарса та çиме юрать. Тытăмĕнче марганец, тимĕр тата ытти микроэлементсем пуртан, пыл - вар-хырăмăн чи шанчăклă «тусĕ». Вăл япаласен ылмашăвне те вăйлатать, ыйхăна лайăхлатать, организма чирсемпе кĕрешме вăй парать. Анчах çакă ăна пĕр чарăнмасăр çимеллине пĕлтермест, ачасемшĕн виçе талăкра - 30-50, аслисемшĕн - 100 грампа танлашать.

Хуртсем пире ытти сиплев продукчĕсемпе тивĕçтереççĕ терĕмĕр. Вĕсене районта ăçта тупса туянма пулать;

- Çапла, эпир пыл çеç мар, тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме вăй-хăват кÿрекен, эмел вырăнне усă куракан  - ăвăс, ÿсентăран тусанне е шăркине, прополис, ытти хăш-пĕр продуктсене те илетпĕр. Вĕсем профилактика тĕлĕшĕнчен те, сиплевре те - нимпе те улăштарайми çутçанталăк эмелĕсем. Хурт-хăмăр паракан продуктсене никĕсе хывса медицинăра çĕнĕ направлени - апитерапи - те йĕркеленĕ.

Тĕрĕссипе каласан, район çыннисем те юлашки вăхăтра ку сиплĕ «çимĕçсемпе» ытларах интересленме пуçларĕç. Çавăнпа та Вăрнарта, пасар территорийĕнче, суту-илÿ вырăнĕ уçма шутларăмăр.  Лавккара пыл е ытти продукци кăна мар, утар ĕçĕнче кирлĕ инвентаре те туянма май пулĕ.

- Иван Михайлович, районти хурт-хăмăр ăстисем хăйсем тĕллĕн ĕçлеççĕ-и е пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пур;

- Чăн та, утарçăсене «ĕçтешĕсемпе» хăйсен çитĕнĕвĕсене пайлама май паракан, çамрăксемшĕн вĕрентÿллĕ тĕлпулусене эпир тăтăшах ирттеретпĕр. Март уйăхĕнче çуркуннехи канашлура пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçни пирки калаçатпăр, çуллахи тапхăрта мĕн пурнăçламаллине палăртатпăр. Кĕркунне, август уйăхĕнче, хуртсене хĕл каçарма хатĕрленме пуçтарăнатпăр. Кунсăр пуçне ялсене тухса çÿресе хуçалăхсен тата уйрăм çынсен утарĕсенчи лару-тăрупа пĕрмаях кăсăкланатпăр. Çапла майпа, районти утарçăсем пĕрле, тачă çыхăнура вăй хураççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;