Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕт хакĕ мĕншĕн ÿсмест

«Çĕнтерÿ çулĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ял хуçалăх темипе çырнă статьясене кăсăкланса вулатăп. Малта пыракан хуçалăхсемшĕн - савăнатăп, панкрута тухнисемшĕн - пăшăрханатăп. Акă район хаçачĕн кăçалхи 10-мĕш номерĕнче Е.Тикиневан «Хресчен ĕçне хакламалла» статйи пичетленсе тухрĕ. Вăл мана тарăн шухăша ячĕ. Чăн та хресчен ĕçне хакламанни кăмăла хуçать çав. Сĕте - 7 тенкĕпе кăна пуçтараççĕ. Хакĕ никама та килĕшмест пулин те ытлашши продукцие пурте сутаççĕ. Ара хулара вĕренекен ачасене те укçа-тенкĕпе тивĕçтермелле вĕт. Хальхи вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пур çĕрте те çук. Ял çыннин ăçта укçа ĕçлесе илмелле; Çавăнпа вăл килти хушма хуçалăха аталантарса пырать, кредитне те илет. «АПК аталанăвĕ» наци проектне, ял хуçалăхне çĕклес тĕлĕшпе йышăннă Пилĕкçуллăх программăна пурнăçлама хастар хутшăнать. Анчах сĕт туса илни тупăш кÿменнине пĕлсе тăрса çĕр ĕçченĕ малалла хавхаланса ĕçлĕ-ши;..



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;