Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сатур çынсем - хуçалăх тĕрекĕ

Ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантарас тесен хресченĕн ырми-канми тăрăшмалла. Чунра хĕлхем кăна ан сÿнтĕрччĕ тесе каларĕ пĕррехинче «Луч» кооператив тилхепине тытса пыракан Вячеслав Ижелеев. Ертÿçе  арканнă хуçалăха çĕклеме пĕрре те çăмăл мар. Анчах вăл, йăх-несĕлĕмĕрсен пархатарлă ĕçне малалла тăсаканскер, пĕрех тăваллах талпăнать, тăван тăрăхра  çĕрсем  пушă ан выртчăр, çынсем валли ялта ĕç пултăр тесе тăрăшать.

Луч кооперативăн малашлăхĕ пур. Çакна ял çыннисем те çирĕп шанаççĕ. Хуçалăхра 11 çын вăй хурать. Пурте ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă Пилĕкçуллăх программăна пурнăçа кĕртессипе хастаррăн тимлеме тĕллев лартнă. Ĕç çыннисем хушшинче çамрăксем пурри савăнтарать. Руслан Гервасьев, сăмахран, çирĕм çултан та иртмен-ха. Вăл Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен вĕренсе тухсанах ял хуçалăх предприятийĕнче ĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Сатур каччă пĕлтĕр 400 гектар çĕр сухаланă. Хастар ĕçлекене ахальтен мар вĕр çĕнĕ «МТЗ-1221» трактор шанса панă. «Аякра пилĕк авиччен эпĕ тăван тăрăхра мĕн пур вăйран ĕçлĕп, - терĕ Руслан. Кооперативра ĕç укçине те лайăх тÿлеççĕ». Çамрăк механизатор районта парлак çĕрсем 650 гектар сарăлса выртнишĕн пăшăрханать. Вăл каланă тăрăх, ял çыннин мăн асаттесен ырă ĕçне манмалла мар: усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсенче тыр-пул акса çитĕнтермеллех. Ял хуçалăхне аталантарма ăнтăлни яш каччăн кашни сăмахĕнчен палăрать. Çамрăк пулсан та чăн-чăн çĕр ĕçченĕ вăл. Тĕслĕх кăтартакан çывăхрах. Аслашшĕ хуçалăхра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, чылай диплом-грамотăна тивĕçнĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;