Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТĔП ЫЙТУРА - ЭРЕХ-СĂРА СИЕНĔ

Хăмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Малтанах ачасем концерт кăтартрĕç. Хыççăн пухăннисем эрех сиенĕ çинчен видеофильм пăхрĕç. Уçă калаçура Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Людмила Николаевна Иванова хамăр тăрăхра эрех ĕçсе вилекенсен шучĕ чакманни, хăш-пĕр çемьесенче ашшĕ-амăшĕ çак сиенлĕ йăлапа туслă пулнăран ачисене хур кăтартни çинчен пăшăрханса каларĕ. Пухăва килнисене кунашкаллисем çинчен администрацие пĕлтерме ыйтрĕ.

Унтан ашшĕ-амăшĕсем иккĕмĕш чĕрĕк кăтартăвĕсемпе паллашрĕç. Хăмăш шкулĕнче вĕренекенсем çуррине яхăн «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. 4-мĕш класри Михаил Кошкин, 5-мĕшĕнчи Алена Никитина, 6-мĕшĕнчи Ирина Павлова вара - вĕренÿ отличникĕсем.

Ачасене çирĕп пĕлÿ пама шкулта условисем çителĕклĕ. 2008 çулта «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе тăватă çĕнĕ компьютер, кĕçĕн классем валли сĕтел-пукан, çĕнĕ учебниксемпе вĕрентÿ пособийĕсем туяннă.

Пуху вĕçленсен те ашшĕ-амăшĕсем саланма васкамарĕç, класс ертÿçисемпе, вĕрентекенсемпе калаçрĕç, тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;