Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрлăх пахалăхлă, техника юсавлă

«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсене хĕллехи уйăхсенче те çураки шăпи канăç памасть. Машинăпа трактор паркĕнчи юсавçăсем те, пилорамăра тата ещĕксем тăвакан цехра ĕçлекенсем те çывхарса килекен çуракине пур енĕпе те тĕплĕн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем пуçлансанах, хуçалăх ертÿçисем Вăрнар лесничестви урлă вăрман çыртарса илчĕç. Делянкăсенчи йывăçа касса тирпейлеме тата ăна турттарса тухма Çăкаллă Явăшри чи пултаруллă арçынсене шанчĕç. Пĕрисем йывăçа касса штабельсене хучĕç, теприсем ăна ялти пилорама çывăхне турттарса тăчĕç.

Халĕ пилорамăра хĕрÿ ĕç пырать. Хулăм çурнă хăмасене Уйкас Явăшри пăру вити тунă çĕре ăсатса тăраççĕ, çÿхереххисене - ещĕксем хатĕрлекен цеха. Кунта алла яхăн çын ĕçлет. Ещĕк хатĕрлекенсем сменăпа ĕçлеççĕ, кунне 20-шер ытла ещĕк тума ĕлкĕреççĕ. Кашни тарăшăн 12-шер тенкĕ укçа тÿлеççĕ. Пултаруллисем эрне хушшинче 1500-1600 тенкĕ таран укçа ĕçлесе илеççĕ.

Хуçалăх кашни çулах пысăк лаптăк çинче тухăçлă  çĕр улми туса илет, ăна çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене ăсатсах тăрать. Çăкаллă-явăшсем чылайранпа ĕнтĕ Çурçĕр Тинĕс Çар Флочĕпе туслă çыхăну тытаççĕ, çулсеренех унта пысăк пахалăхлă çĕр улмие ярса тăраççĕ. Вĕсем кăçал та çавнашкал килĕшÿ тунă. Çĕр улмие чугун çулпа ещĕксем çине тултарса яраççĕ. Тара хатĕрлесси куллен вăйланса пырать.

Çĕр ĕçченĕсем çуракине хатĕрленессипе çыхăннă ытти ĕçе те ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Акă вăрлăх хатĕрлессинех илер. Çуракинче акма 1030 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна 1240 центнер таранах хатĕрлесе хунă. Пур йышши вăрлăхсем те 100 проценчĕпех кондициллĕ.

Машинăпа трактор паркĕнчи çуракине хутшăнмалли  техника, тĕпрен илсен, юсавлă, кăкарса ĕçлемелли  агрегатсене хĕл каçарма кĕркуннех типтерлĕ вырнаçтарса лартнă.

Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килессипе те хуçалăх тимлĕ ĕçлет.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 февраля 2009
00:00
Поделиться
;