«Çĕр улми - 2009» курав иртет
ЧР Ял хуçалăх министерстви нарăс уйăхĕн 19-20-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Çĕр улми - 2009» курав тата «Çĕр улми туса илес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курасси» темăпа наукăпа практика конференци ирттерет. Унта çĕр улми, удобренийĕ, ял хуçалăх культурисене сапмалли им-çама туса илекенсем, «иккĕмĕш çăкăра» лартса тумалли техника, оборудовани кăларакансем, наукăпа тĕпчев институчĕсенче, аудитор фирмисенче ĕçлекенсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
Курав оперăпа балет театрĕнче вырнаçĕ, конференци Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пуху залĕнче иртĕ.
Чăваш ен - çĕр улми регионĕ шутланать. Пĕлтĕр республикăра «иккĕмĕш çăкăра» 2007 çулхинчен 115,9 процент ытларах туса илнĕ. Ĕç кăтартăвĕсене тата ÿстермелле. Акă «2009-2012 çулсенче Чăваш Республикинче çĕр улми туса илесси» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Апла çак ял хуçалăх культурине ытларах çитĕнтерме пуçламалла.
Наукăпа практика конференцийĕн планĕпе килĕшÿллĕн «Çĕр улмие фитофторозран хÿтĕлес ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă курасси», «Çĕр улми экономики», «Ÿсен-тăрансене хÿтĕлесси. Минераллă удобренисем. Биопрепаратсем тата ÿсĕме хăвăртлатмалли регуляторсем». «Техника тата технологи. Сутас умĕнхи хатĕрленÿ. Логистика» темăсемпе «çавра сĕтелсем» ирттермелле. Кăсăклантаракан ыйтусемпе делегатсем тухса калаçма пултараççĕ.
Тĕп мероприятисенчен пĕри - суту-илÿ площадкине йĕркелесси пулĕ. Кунта кашниех Чăваш енре туса илнĕ пахалăхлă, экологи енчен таса çĕр улмие туянма, çавăн пекех кăçалхи тухăçа илессипе килĕшÿсем тума пултараççĕ.
Форума Раççей шайĕнче ирттерни инвестици илĕртÿлĕхне, «иккĕмĕш çăкăра» туянакансен йышне ÿстерме, мĕн пур тытăмри хуçалăхсене экологи енчен таса çĕр улми туса илес ĕçре хастартарах тăрăшма май парĕ. Куравра муниципаллă пĕрлĕхсем районăн хăйне евĕрлĕ культурине кăтартĕç. Çакă курава килнисене чăваш çĕр улмине туса илекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе ытларах кăсăклантарĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен «Çĕр улми - 2009» курав тата наукăпа практика конференцийĕ муниципаллă пĕрлĕхсен экономикине çĕклеме, ял хуçалăх продукцийĕн конкуренци юрăхлăхне вăйлатма, ялта тăрăшаканăн сумлăхне ÿстерме, яллă тăрăхсене, хуласене укçа-тенкĕ ытларах явăçтарма пулăшĕ.