Çитменлĕхсене пĕтерĕпĕр
Хаçатра коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе «вĕри лини» ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Шутланă пекех редакцие шăнкăравлакансем чылаййăн пулчĕç. Вĕсен ыйтăвĕсене районти «Интех» управляющи компанийĕн директорĕ Леонид Владимирович САНТИМЕР хуравларĕ.
- Нумай хутлă çуртсен подъезчĕсенче тасатса-тирпейлесе тăма ятарлă çынсем уйăрнă. Пире, хваттерсенче пурăнакансене, вĕсене тытса тăма укçа тÿлеттереççĕ. Анчах хăш-пĕрисем подъездсене эрни-эрнипе çумаççĕ кăна мар, шăлса та каймаççĕ-çке. Подъезд тасатакансен тивĕçĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлесчĕ. Вĕсен ĕçне кам та пулин тĕрĕслесе тăрать-ши;
- Техника тĕлĕшĕнчен тытса тăрассине иртнĕ çулхи ноябрьтен «Интех» управляющи компанийĕ хăй çине илчĕ, маларах çак тивĕçсене республикăри наукăпа производство центрĕн районти филиалĕ пурнăçлатчĕ. Мухтанса мар, нумай хваттерлĕ çуртсенчи картлашка тата кил хушши площадкисене тасатассине «тĕрĕс ура» çине лартнă, ку енĕпе япăх мар ĕçлеççĕ. Паллах, хăш-пĕр участоксенче çитменлĕхсем пур. Комисси ушкăнĕ уборщиксемпе дворниксен ĕçне эрнере икĕ хут тĕрĕслесе тăрать. Çулталăк пуçламăшĕнче йăлари çÿп-çапа илсе тухма тата çуртсен территорине тасатма ятарлă техника туянтăмăр.
Подъездсене çăвассине илес пулсан, техничкăсен картлашка площадкисене эрнере икĕ хутчен çумалла, канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах шăлмалла. Енчен те вулакансен вăл е ку ыйту сиксе тухсан, пирĕн работниксем ĕç вырăнĕнче пулмасан е ÿсĕр çÿренине курсан, тÿрех ман пата 2-75-58 номерпа шăнкăравлама ыйтатăп.
- Эпĕ Вăрнарти Севернăй тăкăрлăкри пилĕк хутлă çуртăн виççĕмĕш хутĕнче пурăнатăп. Хваттере ăшăтнăшăн укçа ытла нумай тÿлеме тытăнтăмăр. Хăш-пĕр çынсем пек хваттере уйрăм газ хуранĕ вырнаçтарасшăн. Юрамасть-мĕн. Çÿлти хутрисене кăна ирĕк параççĕ, теççĕ. Çакă тĕрĕсех-и; Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, хăш-пĕрисем, пĕрремĕш-иккĕмĕш хутра пурăнаççĕ пулин те, уйрăм газ хуранĕсем лартса усă кураççĕ. Çакна тĕплĕнрех хаçат урлă ăнлантараймăр-ши;
- Тÿрех калам, икĕ çул каялла хваттерсене уйрăм кăмакасем лартма чарнă. Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ те, газ служби те халĕ ку енĕпе ирĕк памасть. Пĕрремĕшĕнчен, ку çĕршывра пулнă инкексемпе çыхăннă, иккĕмĕшĕнчен, пирĕн вентиляци системисем уйрăм кăмакапа хутса ăшăтма каймаççĕ, вытяжка япăх ĕçлет, тăрпасен сеченийĕ тивĕçтермест т. ыт. те. Енчен те пурăнакансем газ хуранĕсем вырнаçтарчĕç-тĕк, колонкăсемпе плитасем туллин ĕçлеймĕç. Паллах, ку ыйту ытларах газ службине пырса тивет. Эпир çуртсене тытса тăрассипе ĕçлетпĕр.
- Поселокри Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравлăр-ха, тархасшăн. Çĕнĕ çула кĕрес умĕн пирĕн çуртра шыв пăрăхĕсене, канализацие улăштарчĕç. Анчах халĕ, çурта тĕпрен юсанă тесе, укçа тытса юлаççĕ. Калăпăр, çурт тăрринче нимĕнле ĕç те туман. Эппин, пурнăçламан ĕçшĕн тÿлеттерни саккунлах-ши; Ĕçне çăва тухсан тăватпăр теççĕ-ха, анчах халĕ, кризис килсе çапнă вăхăтра, палăртни хут çинче кăна юлмĕ-ши;
- Ленин урамĕнчи 2-мĕш çурт тĕлĕшпе лару-тăру çапларах. Иртнĕ çулта пирĕн тĕплĕ юсавпа укçа-тенкĕ перекетлĕхĕ пулчĕ, çавăнпа та федераци çав укçана каялла ан илтĕр тесе, ăна 2009 çул валли кĕртнĕ переченьпе çак çурт çине яма шутларăмăр. Кризис тесе тĕплĕ юсав валли укçа килмест тесе хăрамалли çук. Ĕçсене хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсенех пуçăнăпăр.
Укçа тÿлеттернине илсен, тĕплĕ юсав программипе хваттерсенче пурăнакансен пурнăçланă ĕçĕн 5 процентне тĕрĕссипе, пĕр вăхăтрах тÿлемелле. Анчах эпир, сирĕн майлă пулса, çак суммăна вунпĕр уйăха пайласа ятăмăр. Ĕçсем пулмаççĕ тесе пăшăрханма кирлĕ мар. Палăртнă перечене тата калăпăша пурнăçлатпăрах. Унăн пахалăхĕ те пысăк пулĕ.
«Çурт тăрри юхать, темиçе хут та каланă, нимле улшăну та çук, çаплах юсамаççĕ. Адрес: Гагарин урамĕ, 44-мĕш çурт, 78-мĕш хваттер. Ольга Алексеевна Денисова».
- Çак çуртăн тăрри, шăпах çак подъезд тĕлĕнче, юхтарнине пĕлетпĕр. Çитменлĕхсене мĕншĕн пĕтерме май килмерĕ-ха; Заявлени илсе килнĕ вăхăтра çанталăк хĕл кунĕсене кĕнĕччĕ. Ку кăна мар, çуртăн 2-мĕш подъездĕнче пурăнакансем те пăшăрханаççĕ, мĕншĕн тесен çумăр çулĕсемпе ветровкăсем тулса лараççĕ. Паянхи кун юсав ĕçĕсене пуçăнма май çук. Мĕншĕн тесен пирĕн çурт тăррине пĕтĕмпех ăшăтса юртан ирĕлтерме тивет. Шантарсах калатăп: çуркунне пĕтĕм çитменлĕхсене пĕтерĕпĕр.
- Мана Валентина тесе чĕнеççĕ, Карл Маркс урамĕнчи пилĕк хутлă çуртра пурăнатăп. Район хаçатĕнче чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки тăтăшах çыраççĕ. Тухтăрсем ăнлантарнă тăрăх, наркăмăш чĕлĕм туртманнисемшĕн пушшех сиенлĕрех-мĕн. Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче чĕлĕм мăкăрлантаракансем тарăхтарсах çитерчĕç. Çамрăк хĕрсем те каччисенчен юлмаççĕ-çке. Мана чĕлĕм тĕтĕмĕ сывлăша пÿлсе лартать, пĕр-ик сехет ÿслĕкпе аптратать. Обществăлла вырăнсенче чĕлĕм туртма юрамасть тенине илтнĕ, ку енĕпе ятарлă саккун та пур-мĕн. Пире тĕтĕмпе наркăмăшлантаракансене мĕнле чармалла;
- Хваттерсенче пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем, туртса чĕлĕм тĕпĕсене çавăнтах пăрахни пирки уборщицăсем те час-часах тарăхаççĕ. Ку ыйту, тĕрĕссипе, тÿрремĕнех мана пырса тивмест, тен, йĕркелĕх пирки милици ĕçченĕсен çирĕпрех пулмалла. Çавăн пекех çамрăксене, подъездсенче ĕçсе-туртса ан тăччăр тесен культурăпа спорт мероприятийĕсене ытларах явăçтарсан аванччĕ.
- Сире Вăрнарти А.Иванов урамĕнчи 6-мĕш çуртăн 4-мĕш подъездĕнче пурăнакансем чăрмантараççĕ. Пĕлтĕр пирĕн çурта тĕпрен юсарĕç, ытти ĕçсем тунипе пĕрлех ăшă системине те улăштарчĕç. Юсав ĕçĕсене пирĕншĕн тăрăшса, пире лайăхрах пултăр тесе пурнăçларĕç пуль-ха. Анчах яланхи пекех япăх пулса тухрĕ - халĕ эпир хваттерсенче шăнса хытăркатпăр. Январьте пÿлĕмсенче ăшă 12 градус таран кăна пулчĕ, халĕ - 14 градус. «Интех» пуçлăхĕсем патне чупса ывăнтăмăр. Пире ăшă нормăна тивĕçмен пирки укçа сахалтарах илни (вăл 100-200 тенкĕпе танлашать) кирлĕ мар, пире хваттерсенче ăшă та хăтлă пулни кирлĕ. «Интех» ертÿçисем çакăн пирки мĕн шутлаççĕ;
- Ку ыйту ытларах ресурспа тивĕçтерÿ организацине, пурăнакансене ăшă парса тăракана, пырса тивет. Кăçал хваттерсене çителĕклĕ ăшăтманнни, котельнăйсем газ парса çитерейменни пирки ыйтусем чăнах та пулчĕç. Ку çурт ăшша 2-мĕш котельнăйĕнчен илсе тăрать, ыйтăва «Интех» филиалĕнче уçăмлатсан аванрах. Калас пулсан, 6-мĕш çуртра пурăнакансем ăшăшăн счетчик тăрăх, ыттисем пек нормативпа мар, хĕллехи вăхăтра кăна тÿлесе тăраççĕ.
- Иртнĕ уйăхшăн хваттершĕн укçа тÿлеме кайсан, малашне подъездсенче çунакан çутăшăн хваттерсенче пурăнакансене тÿлеттерессине пĕлтерчĕç. «Предприяти хăйне тăкаклă ĕçлеттерме тивĕç мар»,- тесе каларĕç. Çитменнине çутă вăрлакансемшĕн те пирĕн кĕсьене «çÿхетĕç» иккен. Çутăшăн уйăхĕ-çулĕпе кассăна пĕр пус та хывманнишĕн каллех пирĕнтен тытса юлаççĕ, терĕç. Çак тĕрĕсмарлăх пирки ăнлантарса параймăр-ши;
- 307-мĕш Постановленипе килĕшÿллĕн, мĕнпур çĕрте малашне хваттерсенчи тата çуртри счетчиксен уйрăмлăхне тÿлесси кунта пурăнакансем çине пĕрешкел выртать.Çын электроэнергипе мĕн чухлĕ ытларах усă курать, çак сумма ун, паллах, ытларах пулать. Çутăшăн тÿлемен тĕлĕшпе, пирĕн контролерсем кунашкаллисене хăвăрт тупса палăртаççĕ, бухгалтерине сведенисем тăратаççĕ, электроэнерги провочĕсене татса яраççĕ. Январьте акă кунашкал 64 тĕслĕх пулчĕ. Енчен те çын счетчик кăтартăвĕсене вăхăтра кăтартмасть е тÿлемест-тĕк, ăна хваттерте пурăнакансен шутне кура, ятарлă нормативпа, подъездри çутă нормишĕн те тÿлеттереççĕ. Анчах та çынна хваттерти çутăшăн, каярах пулин те, ытлашши шутланă укçана тавăрма пултараççĕ, подъездришĕн вара перерасчет тумаççĕ. Çавăнпа та çутăшăн вăхăтра тÿленине нимĕн те çитмест.
- Коммуналлă тивĕçтерÿсем тÿленĕ чухне, пирĕнтен кашни уйăхрах «çурта тытса тăнăшăн» текен графапа укçа тÿлеттереççĕ. Анчах çуртра юсав ĕçĕсем миçе çул ирттермен ĕнтĕ. Квитанцири çак йĕрке мĕне ăнлантарать-ши;
- Çурта тытса тăма палăртнă переченьре 11 пункт. Вĕсем тĕпрен илсен шыв, ăшă, канализаци системисене, электричество устройствисене ваккăн юсассипе, тĕтĕм çулĕсене пăхса тăрассипе тата ытти вак-тĕвек ĕçсем пурнăçлассипе çыхăннă. Унпа пирĕн патра паллашма пултаратăр.