Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăслăлăхпа илем шыравĕнче

Этем тата çутçанталăк.... Ку вăл - Этем тата Ĕмĕрлĕх, Этем тата Вĕçĕмсĕрлĕх, Этем тата Турă... Вячеслав Израсцов фотохудожник çак шухăша ахальтен мар хăй ĕçĕсене хывнă. Вĕсенчен чĕрĕлĕх, пурнăç, илемлĕх, ирĕклĕх чĕррĕн тапса тăраççĕ, тĕлĕнмелле вăй-хăват параççĕ.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче ĕçлеме пуçланă çĕнĕ куравра Новосибирск художникĕн, Раççей фотожурналисчĕсен союзĕн членĕн, çул çÿревçĕн сăн ÿкерчĕкĕсем чăнахах та çынпала çутçанталăкăн пĕрлĕхне ăнлантараççĕ. Ăслăлăхпа илеме вăл акă туллă Алтай тата Саян, Приморье, Байкал, Урал пейзажĕсенче тупнă. Свияжск утравĕ, ун районĕнчи Атăл, Казахстанри Шыва кĕрекен чулсен кÿлли, Кăнтăр Уралти Ай юханшыв... - мĕнпур фотоĕçре палăраççĕ вĕсем.

Тĕлĕнмелле илеме сăмахпа çырса пама çук, хăв куçпа курса киленнине нимĕн те çитмест. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кадетсен класĕ акă унта пĕрремĕш çитсе курчĕ. Шупашкартан килнĕ Татьяна Анисимовна Асламас калавне тимлĕ итлерĕ, «Мой друг уходит на Белуху» видеофильм пăхрĕ, уçă калаçура хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртрĕ.

«Ăслăлăхпа илем шыравĕнче» курав уйăх таранах пырать, эппин унпа кашниех çывăх паллашма пултарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться