Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿт-пĕве - сывлăх, чуна - пысăк кăмăл

Пĕтĕмпе 36 пин çын - республикăри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кăçалхи старт кăтартăвĕсем çапларах. Ку хутĕнче кашни районпа хула спорт уявĕн центрĕ пулса тăчĕ.

Пирĕн район спортсменĕсене «Йĕлтĕр йĕрĕ» «Химик» стадиона пуçтарчĕ. Малтанласа палăртнă пекех, йĕлтĕр çине 600-е яхăн çын тăчĕ: чи кĕçĕнни - пиллĕкре, чи асли - 81-ре. Сывă  пурнăç йĕркин тусĕсене район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Павлов саламларĕç, ку ăмăрту кашнин чунĕнче уявлăн юлассине палăртрĕç. Йĕлтĕр спортĕнче пухăннисен камран тĕслĕх илмелли те пур: районăн паллă полиатлонисчĕсем çывăх вăхăтра акă Чăваш ен команди йышĕпе Ханты-Мансийск хулине, Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисене, тухса кайĕç.

1, 2, 3, 5 километрсене 28 тапхăрпа старта тухрĕç спортсменсем, спортăн çывăх тусĕсем. Дистанци валли суйласа илнĕ вырăн та меллĕ. Вăл стадионтан вăрманалла выртать пулин те, йĕлтĕрçĕсен тăван тавралăх илемĕпе киленме вăхăт пулмарĕ: çухрăмсене вĕсем çиçĕмле хыçа хăварчĕç.

Ăмăрту трассине малтанах чи кĕçĕннисем йышăнчĕç: Шĕнер Ишекри Дима Ефремов тата Мăньял Хапăсри пĕртăван Валентинапа Галина Тикиневасем. Мĕн тетĕр, финала вĕсенчен чи çамрăкки - пиллĕкри Валентина - çитрĕ. Тÿрех каласан та вырăнлă пулĕ, çак кун Тикиневсем çемйипех спорт уявне хутшăнчĕç. Çемье пуçĕ Юрий Александрович, ача-пăча спорт шкулĕн тренерĕ, судьясен коллегийĕнче пулчĕ, унăн мăшăрĕ, Надежда, 31-39 çулсенчи хĕрарăмсен ушкăнĕнче тупăшрĕ, аслă хĕрĕ, Ирина, хăйĕн ÿсĕмĕнче мала тухрĕ. Вĕсем - районта, республикăра иртекен чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем.

VIP-чупу предприяти-организацисен ертÿçисене ăмăртма йыхравларĕ. Стартра ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, шкул директорĕсене курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Ку ушкăнра дистанцие  районăн тĕп утарçă-зоотехникĕ Иван Федоров, спорткомплекс директорĕ Николай Афанасьев тата  Вăрманкасри Владимир Ефимов пуринчен малтан вĕçлерĕç.

- Районта иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2009» чупу валли ятарласа çĕнĕ йĕлтĕр туянтăм. Унччен 40 çул пĕр мăшăр йĕлтĕрпе ярăнтăм. «Тусăм» кивелнĕччĕ пулин те, кунсерен сакăршар çухрăм хыçа хăвараттăм. Сывлăх çирĕпленет, кăмăл лайăх, -  савăнăçне пытармарĕ 74-ри Александр Михайлович Михайлов финиша кĕнĕ хыççăн. Палăртма кăмăллă, 60-тан иртнĕ арçынсем хушшинче старта вунпĕр ветеран тухрĕ. Чи асли - Ярмушкари Иван Яковлевич Яковлев - 81-ре. Ку ушкăнра чи малтисем Вăрнарти Г.Никишов, Аçăмçырминчи В.Петров тата Вăрнарти А.Юдин пулчĕç. 50-59 çулсенчи арçынсен ушкăнĕнче Упнерти Е.Алексеев, Вăрнарти А.Иванов тата Упнерти М.Павлов мала тухрĕç. 31-39 çулсенчисен ушкăнĕнче Мăньял Хапăсри В.Тикинева, Кĕçĕн Кипекри С.Волкова, хутăш препаратсен завочĕн ĕçченне В.Гаврилова, 40-49 çулсенчисенчен Калинино ял поселенийĕнчи В.Афанасьева, Вăрнарти С.Киселевпа В.Смолина, 30 çулчченхисенчен Ершепуçĕнчи А.Политова, Вăрнарти Н.Григорьевпа В.Владимирова çитекен пулмарĕ.

Хĕрарăмсем те арçынсенчен кая юлмарĕç. 31-39 çулсенчи ÿсĕмре Г.Павлова (Вăрнар), Таня Белова (ял хуçалăх техникумĕ) тата И.Петрова (Калинино ял поселенийĕ) чи лайăх результатсем кăтартрĕç.

50 çултан аслăраххисем хушшинче çĕнтерÿ пьедесталĕ çине Ярмушкари Н.Кондратьева, Кĕçĕн Кипекри В.Павловапа Р.Данилова хăпарма тивĕçрĕç.

30 çула çитичченхисенчен Вăрнарти Е.Логачеван, Хирпуçĕнчи О.Николаеван, Калининăри А.Кириллован, 40-49 çулхисен ушкăнĕнче Вăрман Кипекри С.Афанасьеван, Шĕнер Ишекри А.Ефремован тата Калинино ял поселенийĕнчи В.Яблокован çиçĕмле хăвăртлăх пулчĕ.

«Август» фирма филиалĕн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн» ĕçченĕсем те çак кун 30-ăн ытла йĕлтĕр çине тăчĕç.

Шкул ачисем вара стартра чи йышлисем пулчĕç. Малти вырăнсене çаксем йышăнчĕç:

1991-1992 çулсенче çуралнисем: Сергей Политов (Вăрнар), Федор Виноходов (Калинино), Андрей Ефремов (Хапăс), Надя Репина (Калинино), Настя Чернова (Аçăмçырми), Марина Попова (1-мĕш шкул)*

1993-1994 çулсенче çуралнисем: Игорь Логачев (ял хуçалăх техникумĕ), Сергей Павлов (2-мĕш шкул), Иван Васильев (1-мĕш шкул), Елена Иванова (Калинино), Анжела Петрова (Хапăс), Маша Воинова (Калинино)*

1995-1996 çулсенче çуралнисем: Александр Романов (2-мĕш шкул), Виктор Павлов (Ярмушка), Сергей Топриков (1-мĕш шкул), Ирина Тикинева (Хапăс), Татьяна Колошева (Ярмушка), Настя Петрова (Калинино)*

1997-1998 çулсенче çуралнисем: Валентин Иванов (Ярмушка), Гена Григорьев (Хапăс), Роман Сорокин (Ярмушка), Светлана  Захарова (Кульцав), Анастасия Васильева (Ярмушка), Ирина Якимова (Чăрăшкас Хирлеп).

Çĕнтерÿçĕсем грамотăсемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç, пĕрремĕш вырăна тухнисем çавăн пекех - кăçалхи спорт уявĕн эмблемиллĕ шапкăсене те.

           Республикăра, районта çакнашкал массăллă ăмăртусем ирттерни халăхăн мĕнпур  сийне пĕрлештерме, уйрăмах çамрăксене сиенлĕ йăласенчен пистерме пулăшать. Спорт яланах кăмăла çĕклет, ĕçлеме хавхалантарать... - палăртрĕ хăйĕн ентешĕсем призлă вырăнсене чылаййăн лекнишĕн савăннине пытармасăр Ярмушка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Сорокин. Çак сăмахсем ун чĕринчен хăйĕншĕн çеç мар, йĕлтĕр тусĕсемшĕн те, куракансемшĕн те тухрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться
;