Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Донор кунĕсем иртнĕ

Кăçал нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче районти тĕп больницăн поликлиникинче тата нарăсăн 12-мĕшĕнче Мăн Явăшри фельдшерпа акушер пунктĕнче донор кунĕсем иртнĕ.

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче 119 çын юн панă. Çав шутран ытларахăшĕ (34 çын) - «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче ĕçлекенсем. Сывлăх сыхлавĕнче тимлекенсем те хастарлăх кăтартнă: 22-ĕн юн панă. Калас пулать, донор кунне налук инспекцийĕнче (7 çын), райадминистрацире (2 çын) тăрăшакансем те, ĕçлемен граждансем те хутшăннă.

Çынсен пурнăçне çăлассишĕн юн пани - этемĕн пысăк та таса тивĕçĕ. Çамрăк ăру та яваплă пулни савăнтарать. Хăш-пĕрисем çемьесемпе килнĕ. Акă амăшĕ - поликлиникăри санитарка Галина Кимовна Константинова - тĕслĕх кăтартнипе унăн хĕрĕ Оксана та донор пулса тăнă. Вăрнар поселокĕнчи мăшăрсене те - Ирина Владимировнăпа Виталий Петрович Красновсене, Ирина Ивановнăпа Владимир Анатольевич Носовсене - ырăпа асăнмалла. Ирина Владимировна Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, Виталий Петрович  типĕтнĕ сĕт заводĕнче, Ирина Ивановна врач-педиатрта, Владимир Анатольевич мунча комплексĕнче вăй хураççĕ.

Мăн Явăшра ирттернĕ донор кунне 95 çын хутшăннă. Ытларахăшĕ - Мăн Явăш ял тăрăхĕнчен.

61 хисеплĕ донортан 10-шĕ юн панă.

Районти тĕп больницăн тата республикăри юн паракан станцин администрацийĕсем пур донора та хастар пулнăшăн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться