Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хайлавĕсенче çутçанталăка юратма вĕрентет

Кăçалхи февралĕн 11-мĕшĕнче паллă писатель - В.Бианки - çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Вăл - совет ача-пăча литературине пуçарса яракансенчен пĕри. Çутçанталăк çинчен каласа паракан, чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансен тĕнчине юратма вĕрентекен кĕнекесене илес-тĕк, В.Бианки - ку литературăна никĕслекенĕ. Ачалăхра унăн калавĕсемпе юмахĕсене кам вуламан-ши; Ун пеккисем çук та пулĕ. «Мышонок Пик», «Как муравьишка спешил домой», «Чей нос лучше», «Лесная газета» тата ытти хайлавĕсем те кашнин асĕнчех. Вĕсем тăван тавралăхăн илемне кăтартаççĕ, унпа мухтанма хавхалантараççĕ, тавракурăма аталантарма пулăшаççĕ. Çавăн пекех писателĕн произведенийĕсенче чăн-чăн çынлăх туйăмĕсем - хĕрхенÿ, ырăлăх, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшасси - малти вырăна тухаççĕ.

Ку паллă событие халалласа ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче «Мĕншĕн эпĕ вăрман çинчен çыратăп» ятпа кĕнекесен  куравне хатĕрленĕ. Унта писателĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан кĕнекесене, ÿкерчĕксене, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене кĕртнĕ. Библиотекăн пĕчĕк тусĕсем «Пирĕн пĕрремĕш вăрман корреспонденчĕ» калаçăва та хаваспах хутшăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться
;