Инкек куçа курăнса килмест
Эпир яланах хăрушă пулăмсем, инкексем хамăрпа мар, такампа урăххипе пулса иртеççĕ тесе шутлатпăр, лайăххине шанатпăр. Анчах ыран сасартăк мĕн сиксе тухассине никам та пĕлмест. Тепĕр чухне сисмесĕрех инкеке çывхартатпăр. Акă, пĕр-пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Ку чылай чухне ăнсăртлăх мар, çынсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси çине çăмăлттайла пăхнипе сăлтавланать. Енчен те эпир ку тĕлĕшпе тимлĕрех пулма вĕренеймесен, вут-çулăм татах та пысăк çухатусем кÿрĕ, çемьесене хуйхă илсе килĕ.
Паян, акă, электричествăпа асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттарса хăваратпăр. Çунакан электропроводкăна, электроприборсене малтан сÿнтермелле е предохранителе туртса кăлармалла та, тин огнетушительпе е шывпа сапма юрать. Телевизор, компьютер хыпса илчĕ пулсан, тăхтаса тăмасăр шнур вилкине штепсель розеткинчен кăларăр, шывпа сÿнтерме тытăнăр е телевизора хулăм пусмапа витсе хурăр. Çавăн пекех тĕтĕмпе наркăмăшланасран çынсене пÿлĕмрен кăларăр.
Хăвăрт хыпса илекен тата çунакан шĕвексене çивиттипе, хăйăрпа, çĕрпе, огнетушительпе сÿнтермелле.
Енчен те пушар тухрĕ-тĕк, хăвăртрах «2-50-01» е пĕрлĕхлĕ дежурнăй диспетчер службине «01» номерсемпе шăнкăравлăр, инкек пулнă вырăнти адреса, ят-хушамата тĕрĕс пĕлтерĕр. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитиччен асăрханса çулăма хăвăр вăйпа сÿнтерме тытăнăр.