Компьютерсăр - пĕр кун та
Компьютеризаци ĕç тата общество пурнăçĕнчи мĕнпур сферăна çавăрса илчĕ. Çĕнĕ хăватпа тĕрлĕ информацие пĕлме кăна мар, Чăваш енри, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери политика, ĕç, общество, культура пурнăçне хастар хутшăнма çул уçрĕ. Информаци технологийĕсем уйрăмах вĕрентÿ тытăмĕшĕн уйрăлми пай пулса тăчĕç. Çĕнĕлĕхе шăпах чи малтан ку сферăра тимлекенсем алла илчĕç тесен те йăнăш мар. Паян акă районти мĕнпур шкул интернетпа çыхăннă, кашнин хăйĕн сайчĕ пур.
- Компьютерпа усă курни педагогикăшăн çĕнĕ технологийĕсене - проект меслечĕсене, модульлĕ тата дистанциллĕ вĕрентĕвĕ... - алла илессине вăйлатать, - палăртаççĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта тимлекенсем.
Коллективăн ку енĕпе пухнă опыт паха. Мобильлĕ компьютер класне уçни акă чылай предмета информаци технологийĕсем урлă вĕрентессине сарнă. Педагогсем халĕ мультимедийлă хатĕрсемпе информатикăра çеç мар, математика, вырăс чĕлхипе литератури, физика, хими, биологи, географи, ют чĕлхе урокĕсенче, çав шутра кĕçĕн классенче те анлă усă курма май параççĕ. Çакă чи малтанах вĕренÿ материалне çĕнĕ формăпа, ăнлантармалларах пама пулăшать. Видеосюжетсем, презентацисем, электронлă тестсем тахçанах уроксен уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Эльвира Анатольевна Христофорова акă хăйĕн вĕренекенĕсемпе «Нарспи», «И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул», «Фантастика калавĕсем» интернет-викторинăсене хутшăннă.
Компьютеризаци юхăмĕ уйрăмах вĕренекенсен хастарлăхне ÿстерчĕ. Çамрăклăхра - пĕтĕм çĕнĕ шухăш тесе ахальтен каламастпăр мар-и; Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем акă «ăслă» техникăн мĕнпур майĕсене шĕкĕлчеççĕ, хăйсен идейисене пурнăçа кĕртеççĕ. Рефератсене, графика-таблицăсене сайра кам алă вĕççĕн хатĕрлет. Компьютер класĕсенче уроксем хыççăн та пушă вырăн çук: вăл е ку предмета тарăнрах тĕпчеççĕ, конкурс-олимпиадăсене хатĕрленеççĕ.