Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суя документ хатĕрленĕ

Пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар район сучĕ Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан С.Г.Дергачева тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 292-мĕш статйин 1-мĕш (службăри ултавлăхшăн) тата 159-мĕш статйин 3-мĕш (хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса тунă ултавшăн) пайĕсемпе айăпласа икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Кунсăр пуçне 2 çуллăха тĕрĕслев вăхăтне палăртнă, 3 пин тенкĕ штраф хунă.

Малтанлăх следстви тата суд палăртнă тăрăх, С.Г.Дергачева, 2006 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн заместителĕ пулнă май, хăйĕн ĕç укçийĕ çинчен суя справка хатĕрленĕ. Унта хăйĕн тупăшне пĕчĕклетсе кăтартса тĕрĕс мар сведенисем кĕртнĕ, Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕшĕн тата «Чăваш Республикин Вăрнар районĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ» муниципаллă учрежденин бухгалтерĕшĕн алă пуснă.

Суя документ тунă хыççăн, С.Г.Дергачева ку справкăпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме 2006 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2007 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди илсе тăнă. Çапла майпа вăл хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса ултавлă ĕç тунă.

С.Г.Дергачева тĕлĕшпе йышăннă приговор кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче саккунлă вăя кĕнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться
;