Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Унăн сăнарĕ паян та асра

Михаил Яковлевич Сироткин профессор ятне асăнсанах ман ума сăпайлă та анлă тавракурăмлă, студентсем çине нихăçан та сасă хăпартман чăн-чăн çын сăнарĕ тухса тăрать. Михаил Яковлевича эпĕ пуçласа 1966 çулхи авăн уйăхĕнче куртăм. Ун чухне вăл пире И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнче «Революцичченхи чăваш литератури» темăпа лекцисем вулама пуçларĕ. Ку тапхăрти чăваш литературине, историлле событисемпе документсене лайăх пĕлнипе пирĕншĕн вăл чи авторитетлă çын пулса тăчĕ.

Тăван республика, тăван ен, ял, шкул историйĕсене пĕлменни те пире вĕренÿре самаях чăрмав кÿнĕ. Çакна пулах эпĕ хамăра вĕрентекен Михаил Яковлевич Сироткинпа Семен Петрович Горский профессорсем Хапăсри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннине каярах тин пĕлтĕм.

М.Я.Сироткин 1908 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хусан кĕпернинчи Шупашкар уесĕнчи, Алмикасси вулăсне кĕрекен Анаткас ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1915 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, унтан вĕренсе тухсан пирĕн Чиркÿллĕ Хапăсри икĕ сыпăклă шкулта ăс пухма пуçланă.

Мĕнле майпа килсе лекнĕ-ха вăл Хапăс шкулне; Ялти ватăсем каланă тăрăх, Хапăс чиркĕвĕнче патша саманипе совет влаçĕ улшăннă тапхăрта Сироткин хушаматлă пуп ĕçленĕ. Турра ĕненекенсем ăна «ватă пуп» тесе чĕннĕ. Историлле документсенчен çакă паллă: 1874 çулта çуралнă Гаврил Тимофеевич Сироткин пуп чăнах та 1909-1925 çулсенче Хапăс чиркĕвĕнче священникра тимленĕ. Унăн икĕ ывăлĕ те священника тухнă. Михаил Яковлевич вара унăн çывăх тăванех пулнă. Пулас профессора вăл хăй лайăх пĕлекен шкула илсе килнĕ.

1926 çулта М.Сироткин Сĕнтĕрвăрринчи педагогика курсне ăнăçлă пĕтернĕ, çак районти Чăкăр ялĕнчи пуçламăш шкулта ачасене вĕрентме тытăннă. 1930 çулта Шупашкарта педагогика институтне уçсан Михаил Яковлевич унăн малтанхи студенчĕсенчен пĕри пулса тăрать. Институтра вĕреннĕ хушăрах вăл наука ĕçне хутшăнать. 1934 çулта институтран вĕренсе тухсан ăна Чăваш АССР Çутĕç комиссариачĕн пуçламăш тата вăтам шкулсемпе ĕçлекен инспектор-методистне лартаççĕ.

1937-1939 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика училищинче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Кунтан вăл Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникне куçать, директор çумĕ пулса тăрать.

1936-1937 çулсенче вăл VĔ IVĔ VII классем валли чăваш литературине вĕренмелли учебниксем хатĕрлет. Комисси унăн кĕнекисене лайăх хак парать. Эпир, 1960 çулта вăтам шкул пĕтернисем, 8-9-мĕш классенче тăван литературăна И.С.Тукташ 1954 çулта кăларнă «Чăваш литератури» учебникĕпе вĕреннĕ пулсан, пирĕн хыççăнхисем  аслă классенче 30 çула яхăн М.Я.Сироткин кĕнекисемпе ăс пухнă. Ку кĕнекесем паян кун та хăйсен хакне çухатман.

1938-1953 çулсенче М.Я.Сироткин вырăс тата чăваш шкулĕсенче вĕрентме учебниксемпе методика кăтартăвĕсем 10 кĕнеке пичетлесе кăларать. Тĕпрен илсен вĕсенчен ытларахăшĕ пуçламăш классем валли пулнă.

1941 çулхи пуш уйăхĕнче вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрине аслă преподаватель пулса ĕçлеме куçать. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса каять. Политработник пулса Кăнтăр-хĕвеланăç, Сталинградпа Ленинград тата 3-мĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçать.

1946 çулта Шупашкара таврăнать, каллех педагогика институтĕнче преподавательте ĕçлеме тытăнать. «Очерки дореволюционной чувашской литературы» (1948 ç.), «Методика начального обучения русскому языку в чувашской школе» (1950 ç.), «Очерки истории чувашской советской литературы» ĕçсем çырать, профессор ята илет.

Наука ĕçĕнче çанă тавăрса ĕçленине шута илсе ăна 1957 çулта РСФСР Педагогика наукисен академийĕн член-корреспондентне, каярах СССР Педагогика наукисен академийĕн член-корреспондентне суйлаççĕ. Хастар ĕçшĕн вăл часах К.Д. Ушинский медальне илме тивĕç пулать.

1967 çулта Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне уçсан, вăл унта чăваш литература кафедрине ертсе пыма куçрĕ, ăста  учительсемпе тĕпчевçĕсем вĕрентсе хатĕрлес тĕлĕшпе нумай вăй хучĕ, обществăлла ĕçрен те пăрăнмарĕ. Вăл «Тăван Атăл»  альманахăн редколлеги членĕнче те чылай çул тимлерĕ. 1967 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче М.Я.Сироткин профессор ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕ Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Фронтри паттăрлăхшăн Михаил Яковлевича Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури паттăрлăхшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» тата ытти медальсемпе чысланă.

Паллă профессорăн 60 çулхи юбилейĕ педагогика институчĕн актовăй залĕнче пулса иртрĕ. Юбиляр портретне ÿкернĕ йыхрав билечĕ мана та лекрĕ. Эпĕ ăна паян кун та упратăп. Чылай паллă çынсемпе организаци представителĕсем саламлă сăмахсем каланă, парнесем панă хыççăн унăн кăкăрĕ çине «Хисеп Палли» орден çакрĕç.

Шел, вăрăмах пулмарĕ унăн ĕмĕрĕ. Ырми-канми тĕпчевçĕ, методист, паллă профессор 1970 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ăна Богдан Хмельницкий урамĕнчи кивĕ масара пытарчĕç. Унтанпа 30 çул çитрĕ пулсан та унăн сăнарĕ яланах манăн асăмра.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 февраля 2009
00:00
Поделиться