Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлекенсене мухтанă

Хаçат тăвакан штатри тăватă-пилĕк сотруднике Петр Алексеевич Тихонов (Петр Ялгир) редактор хытă хăвалатчĕ. Хаçат кунĕ мар чухне редакцинче пĕр çын кăна юлнипе те çырлахнă. «Виссариона çителĕклех тĕрĕслерĕмĕр. Маçтăрланчĕ, ÿркенмест, кун каçиччен çур района çаврăнма пултарать, фотокора штата йышăнар пуль», - терĕ пĕррехинче пирĕн пуçлăх. Çапла вара, 1965 çултан Вăрнар хаçачĕн ялан ĕçлекен фотокорреспондент тупăнчĕ. Систертĕм-ха: редактор пире командировкăна ăсатнă майăн ялан пилĕк-ултă тĕрлĕ темăпа авăрланă. Пĕр-икĕ кун чупатăн та тепĕр кунне çырса ларатăн. Эп хам Элĕкпе Йĕпреç енне (хаçат  виçĕ районшăн тухнă чух) Велик ятлă чунсăр лашапа çÿрекеленĕ. Виссарион хăйĕн мотоциклне утланчĕ. Çĕнĕ номере вунă ялтан вунă тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк сĕнме ĕлкĕретчĕ. В.Кожановăн Вăрнар хаçатĕнчи эпопейи апла çирĕм çичĕ çула тăсăлчĕ. Районăн фотолетопиçĕ унăн пултарулăхĕ урлă çырăнчĕ.

Çакна тĕплĕн палăртса каласшăн. Пирĕн вăхăтра район е республика пуçлăхĕсене хаçатра фотопа кăтартма юраман. Совет саманин тапхăрĕнчен хĕрлĕ хăю касса çÿрекенсене, харпăр хăйне капашсăр мухтакансене хаçат тăрăх тупаймастăр. Сăлтавĕсем пулнă-ха: çулталăкра çĕнĕ объектсем (предприятисем, шкулсем, ача-пăча садикĕсем) иккĕ-виççĕ е ытларах та хута каятчĕç. Анчах йышăннă объекта шавлă митингсемпе, ĕçкĕпе вĕçлеме чаратчĕç. Пирĕн фотокор та çирĕп хăнăхрĕ: пуринчен те ытла унăн ĕçри хастарсене - харпăр хăй ăсĕ-пуçĕпе, аллипе-ăсталăхĕпе пурнăç тăвакансене кăтартмалла. Маттур колхозниксене, рабочисене, механизаторсене, фермăсен ĕçченĕсене, вĕрентÿ, культура, медицина сотрудникĕсене фотопортретăн сарлака  планĕпе пичетлеттĕмĕр. Виссарион Максимович ĕç паттăрĕсене редактор тĕллеттермесĕрех, хăех шыраса тупма пĕлетчĕ. Хаçатăн чи кирлĕ пултарулăхĕ вăл, оперативлăхĕпе пĕрлех, - çынпа калаçма ăслайлăх çитерни. Ял çыннисем, уйрăмăнах фермăсен хĕрĕсем, рабочисем, В.Кожанова курсан каçсах каятчĕç. Виссарион Максимович мĕн чухлĕ ертÿçĕне (колхоз председателĕ, совхоз е завод директорĕ, ыттисем) социализмла ăмăртура мала тухнăшăн тыттарнă ялавпа ÿкерсе юлнă!

Пирĕн коллега ĕçе вырнаçнă хыççăнах журналистсен Мускаври Тĕп çурчĕн ятарлă курсĕнче вĕренчĕ, пурнăçпа самана университетне ырă-тÿрĕ кăмăлĕпе вĕçлерĕ. Нумай енлĕ ГТОпа полиатлонăн республикăри рекордсменĕ пулнă май, спортăн тĕрлĕ тĕсне кăмăлланă май, редакци хаçат парнисемшĕн çулталăкра икĕ хутчен ирттерекен йĕлтĕрçĕсемпе çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсене йĕркелеме хастар хутшăнатчĕ. Фотовыставкăсем  хатĕрлесе кăтартатчĕ. Вăл тăрăшнипе пирĕн хаçат спорт тематикине çутатас тĕлĕшрен республикăри смотр-конкурссенче нумай хутчен çĕнтернĕ.

Хаçатçă-ветеран, нихăçан та Аптăраман юлташăмăр ĕçчен мăшăрĕпе ялта, Мăньял Хапăсра пурăнать. Хăй  ĕмĕрĕнче чул çурт лартнă, кермен çавăрнă, маттур ывăлсем ÿстернĕ. Ватăлтăмăр. Виссарион Максимович паян çитмĕл пиллĕке çитрĕ. Юбилейĕ ячĕпе ăна тулли кĕреке, сывлăхлă кунсемпе çулсем сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 февраля 2009
00:00
Поделиться
;