Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕнеке тусĕсен йышĕ ÿстĕр

Халăха кĕнеке патне «тавăрас», хальхи вăхăтри чи лайăх хайлавсемпе паллаштарса кăсăклантарас тесе республикăра  февраль-апрель уйăхĕсенче «Литературăллă Чăваш ен: чи нумай вуланакан кĕнеке - 2007» конкурс ирттерме йышăннă. Йĕркелекенĕсем - ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министерстви, наци библиотекипе ЧР писательсен союзĕ, ЧР профессионаллă писательсен союзĕ. Конкурс тĕллевĕсем анлă: çынсене, уйрăмах çамрăксене, библиотекăсене çÿреме йыхравласси* вулав халăх культурине, наци ăс-тăнне аталантарма пулăшакан хатĕр пулнине кăтартасси* халăх ытларах кăмăллакан произведенисен авторĕсене палăртасси. Номинацисем те темиçе: чи нумай вуланакан чăвашла, вырăсла, ача-пăча кĕнекисем, чи нумай  вулакан, вулакан, конкурса ирттерме тÿпе хывнă чи лайăх библиотека тата ытти те. Конкурса хутшăнма 2007 çулта кун çути курнă илемлĕ литература произведенийĕсене суйласа илнĕ, вĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕ-кĕнекене палăртĕç. Ку кĕнекесемпе тата авторсемпе май килнĕ таран пурне те паллаштарас тĕллевпе республикăра тĕрлĕрен мероприяти - тĕлпулусем, вулакансен конференцийĕсем, диспутсемпе çивĕч калаçусем тата ытти - йĕркелеççĕ. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем вулакансем хушшинче ятарлă ыйтăмсем ирттерме те палăртнă.

Литература конкурсне йĕркелесе ирттерессине районти тĕп библиотека та хăйĕн тÿпине хывать, çав шутра - ача-пăча литературин пайĕн ĕçченĕсем те. Çак тапхăрта пурнăçламалли чылай - тупăшăва хутшăнакан хайлавсемпе вулакансене библиотекарьсем тĕрлĕ майпа интереслентерме тăрăшĕç. Акă, вулав залĕнче конкурс ячĕпе пĕр килекен курав, унпа пĕрлех библиотека тишкерĕвне хатĕрлетпĕр. Кунсăр пуçне конкурсăн электронлă презентацийĕ иртĕ. Конкурссант-кĕнекен - С.Савгайăн, «Тĕлĕнекен чечек» произведенийĕн - премьерипе те вулакансем кăсăкланасса, хаваспах хутшăнасса шанатпăр.

Сăмах май, номинацисен çĕнтерÿçисене апрелĕн 15-мĕшĕнче ятарлă жюри палăртĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 февраля 2009
00:00
Поделиться
;