Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вулакан пулăшасса шанатпăр

Тăван халăхăмăрăн ятне вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăха çĕкленĕ паттăр чăваш - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт-летчикĕ Андриян Григорьевич Николаев генерал-майор çуралнăранпа кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 80 çул çитет.

Андриян Григорьевичăн тĕлĕнмелле шăпи ентешĕсене кăна мар, космоса парăнтарассин историйĕпе кăсăкланакансене те  хумхантарать. 2004 çулта истори ăслăлăхĕсен докторĕ Ю.С.Устинов генерал-майор çырнă «Космонавт №3 Андриян Николаев» кĕнеке пĕр пин тиражпа пичетленнĕччĕ. Вăл питĕ кĕске вăхăтра сутăнса пĕтнĕ. Кĕнеке сумлă çыннăн пурнăç çулĕпе паллаштарать, унта А.Николаевăн хăйĕн тата юлташĕсен архивĕсенчи чылай сăнÿкерчĕк те пур. Страницăсем çинчен пирĕн çине йăл кулакан, лăпкă, ырă кăмăллă Андриян Николаев пăхать: шухăшлать, ыйтусем çине хуравлать, мăнукне ыталать...

Ентешĕмĕрĕн юбилейĕ умĕн асăннă кĕнекене тепĕр хут пичетлесе кăларма пуçару тунă, çĕнĕ сăн ÿкерчĕксем кĕртме, «Яланах халăх асĕнче» пай хушма палăртнă. Енчен те камăн та пулин планетăн виççĕмĕш космонавчĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ материалсем (сăн ÿкерчĕксем, ал çырăвĕсем) пур-тăк, кĕнекене тепĕр хут пичетлессине хутшăнма ыйтатпăр. Укçа-тенкĕпе тата ытти енĕпе пулăшас текенсене Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив  ĕçĕн министерствинче кĕтеççĕ. Адресĕ: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт. Тел.(факс): (8352) 62-10-03 (кĕнеке кăларас ĕçпе полиграфи секторĕ), e-mail, culture46@capĕruĕ

Авалхи «ниме» йăлипе кĕнеке кăларма пулăшакансене, ырă ĕçе хăйсен тÿпине хывакансене чĕререн тав тăватпăр.

Тÿлев реквизичĕсем:

ИНН 7717565007 КПП 771701001

РŸс 40702810301210001239 в филиале ОАО АКБ «ЮГРА» в г. Москва

БИК 044579237 КŸС 30101810200000000237

ОГРН 5067746032206 ОКПО 96575403 ОКВЭД 22.1

ОКАТО 45280572000

ОКОПФ 65 ОКОГУ 49013

ОКФС 16 ОКТМО 45358000

Тÿлев порученийĕ çинче «на переиздание книги с дополнением «Космонавт №3 Андриян Николаев» тесе палăртмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 февраля 2009
00:00
Поделиться
;