Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

АТАЛАНУШĂН, ТĂНĂÇЛĂХШĂН

Юнкун, Пĕрлехи информаци кунĕнче, ятарлă информаци ушкăнĕсен членĕсем районти ялсенче тата поселокри предприятисемпе организацисенче  ĕç çыннисемпе тĕл пулчĕç. Информаци кунĕнче тĕп ыйтусене -  Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тăнăçлăхне ÿстермелли мерăсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерĕвĕн 2009 çулхи тариф политики тата уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшу парасси çинчен - сÿтсе явнă. Халăхпа ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулусене Шупашкартан килнĕ ятарлă ушкăн членĕсем, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, район администрацийĕн пайĕсен, çавăн пекех ял тата хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Шупашкартан килнĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи - Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ Александр Дмитриев «Вăрнарти инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕ» акционерсен уçă обществипе, Вăрнарти 29-мĕш профучилище коллективĕсемпе, Санарпуç тата Çĕньял Хапăс ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Вăл тата район пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров пухăннисене тĕнчери финанс кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене сирес тĕллевпе хамăр республикăра тата районта туса ирттерекен ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарнă, тĕл пулусене килнисен ыйтăвĕсене хуравланă.

Акă, инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕнче ĕçлекенсене çывăх вăхăтра, тĕрĕсрех каласан, мартăн 2-мĕшĕнче, станцин пĕтĕм акцийĕсене уçă аукционта сутса яма пăлăртни канăçсăрлантарать. Ку тĕлĕшпе халăхра тĕрлĕ сас-хура сарнине те сивлемелле. Инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕ район пурлăхĕ мар, вăл - Чăваш Республикин пурлăхĕ. Ăна район та, унăн пуçлăхĕ те мар, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви уçă аукционта сутать. Ирĕксĕртен çапла тума тивет. Коллектив тăнчах пĕтсе ан лартăр, панкрута ан тухтăр тесе. «Хăвăрах лайăх пĕлетĕр, - терĕ министр заместителĕ Александр Дмитриев, - инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕ юлашки çулсенче кал-кал ĕçлеймест, çавăнпа та ăна аукционта сутса кунти ĕç-пуçа йĕркелесе яма пултаракан çирĕп çын аллине пама лекет. Сĕт нумай паракан ĕнене никам та аша памасть, çавăн пекех йĕркеллĕ ĕçлекен, ура çинче çирĕп тăракан предприятие нихăçан та аукциона тăратмаççĕ. Паллах, çакăншăн хăрама кирлĕ мар, япăх пулмĕ, эсир малашне те кунтах ĕçлетĕр. Лайăх тĕслĕх те пур. Авă, Çĕрпÿри сирĕн патри пек станцие уйрăм çын туяннă хыççăн ĕç-пуç йĕркеленсе кайнă. Халĕ унта пилĕк пин хур çитĕнтерме тытăннă, страуссем те туяннă, путенесем ĕрчетме пуçласшăн».

Санарпуçĕнчи тĕл пулура А.Дмитриев унччен ветерансем пурăннă çурта ача сачĕ валли тавăрас ыйтăва хăвăртрах татса пама шантарчĕ. Çапла, кунта тата 25 ача валли вырăн пулать.

Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусем çакна яр уççăн çирĕплетнĕ: район çыннисем вăхăтлăх килсе тухнă йывăрлăхсене çĕнтерес шанчăклă.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;