Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Парăма татас тенĕ те

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн аслă следователĕ юстици майорĕ

 

 

Красноармейски районĕнче пурăнакан А.Васильев пысăк парăма кĕнĕ.  Ăна парса татмалла - лару-тăру пĕртте шÿтлĕ мар. Тÿрех çăмăл меслет шырама пуçăннă вăл. Унччен те саккунпа туслă  пулманскерĕн, ют пурлăха çаратма шухăш çуралнă пуçĕнче. Икĕ çул кирпĕч шутлани те, çак вăхăтах условнăй майпа айăпланни те тепĕр хут киревсĕр ĕç тума чăрмав кÿмен. Хальхинче лекместĕпех тенĕ-ши;

Сăмах май, кÿршĕ район çынни тунă преступлени пирки ахальтен сăмах пуçармарăмăр. Хăйĕн киревсĕр ĕçне шăпах та пирĕн районта пурнăçа кĕртнĕ вăл, В.Романова çулталăк тăршшĕ пăхса-çитерсе усранă вăкăрĕсĕр хăварма хăтланнă. Выльăх хуçи чăрмантарнипе кăна ĕçе вĕçне çитереймен.

Çакă пĕтĕмпех пĕлтĕрхи июнĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ. В.Романов хăйĕн хура-шурă вăкăрне яланхи йăлапа ирхине Кивçурт Енĕш ялĕ çывăхĕнчи уя кайса кăкарнă. Анчах 15 сехетсенче юлташĕпе килсе çитнĕ те, пăру вырăнта çуккине асăрханă. 300 килограмм ытла таякан чĕрчун йĕп пекех çухалнă тейĕн, ниçта та курăнман. Ялта выльăх хакĕ пысăк: вăл çынна тупăш та парать, тăрантарать те. Çавна пулах, чĕри ырра мар систернине туйса, В.Романов ăна кам та пулин çавăтса кайнах тесе шутласа илнĕ. Хыпăнсах вăкăра шырама пикеннĕ юлташĕпе иккĕшĕ. Çырма тăрăх Красноармейски районĕ еннелле çул тытнă.

Ак тамаша, пĕр çухрăм еннелле кайсан хăйĕн пăрăвне палламан арçын вĕренпе çавăтса пынине курах кайнă. Лешĕ хăвалакансене асăрхасанах вăкăра вĕçертсе ярса тарма пикеннĕ. Анчах кăлăхах - вăрра алăран вĕçертмен, пурпĕрех çулса илнĕ.

Суд тенкелĕ çине ларнă А.Васильев вара айăпне йышăнман. Ун шучĕпе пĕтĕмпех урăхла пулса иртнĕ иккен. «Эпĕ, пулла кайма тухнăскер, 14 сехет тĕлĕнче Кивçурт Енĕш ялĕ çывăхĕнчен иртрĕм. Уйра нимпе те кăкарман вăкăр ирĕклĕнех курăк çикелесе çÿретчĕ. Ăна çăкăр сĕнтĕм те ман хыççăн утма пуçларĕ», - тенĕ вăл судра, айăплавран хăтăлса юлас тĕллевпе. Кăкарăнчăкра тăракан пăрăва вĕçертмен те, çавăтса та кайман тесе ĕнентерме тăрăшнă. Хăйне преступлени вырăнĕнче ярса илнĕ çынсем ахальтенех унăн таса ятне варалаççĕ иккен.

Апла пулин те А.Васильев суя сăмахсемпе суда улталайман, ăна 2 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Анчах арçынна 2006 çулта Красноармейски район сучĕ условнăй  майпа айăпланине (тĕрĕслев вăхăчĕ 3 çул) шута илсе, ку айăплав тĕсне улăштарма йышăннă. Çапла майпа А. Васильева пĕтĕмпе 3 çул та 6 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние  ăсатнă.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;