Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх пулăшăвĕпе тĕрĕс усă курмалла

Нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăрасси çултан çул çăмăл мар. Хăшĕ-пĕрисен тăррисем тахçанах шыв юхтараççĕ, чартак-путвалĕсем те юхăнса пыраççĕ, шывпа ăшă системи те пĕрмаях юрăхсăра тухассипе «хăратаççĕ». Тĕрĕссипе каласан, вак-тĕвек юсав ирттереççĕ пулин те, лару-тăру лайăх еннелле улшăннă теме çук. Хăйсем тĕллĕн çуртсене тĕпĕ-йĕрĕпе юсама укçа çитересси вара коммунальщиксемшĕн питĕ хĕн.

Паллах, йывăр лару-тăрăва патшалăх ертÿçисем курса тăраççĕ. Нумай  хваттерлĕ çуртсенче тĕплĕ юсав ирттерме федераллă пулăшу  пама пăхни те çак сăлтавсемпех çыхăннă. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшу паракан фонд çинчен» саккуна йышăнса, патшалăх РФ субъекчĕсемпе муниципалитечĕсене кунашкал çуртсене юсама укçа-тенкĕ уйăрас тивĕçе хăй çине илнĕ.

Палăртма кăмăллă, пирĕн район та ку федераллă программăна пурнăçа кĕртме Чăваш енре пĕрремĕшсен йышĕнче хутшăнчĕ. Пĕлтĕр,  районти нумай хваттерлĕ çуртсен фондне тĕплĕн тишкерсе, юсав чи  малтан кирлĕ Вăрнарти 19 тата Калининăри 2 çурта суйласа илнĕ, федераллă фондран килнĕ, республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă 60 миллион ытла тенкĕпе усă курнă. Кунсăр пуçне, финанс пулăшăвне туллин ĕçе кĕртес тесе, юсав ирттерме поселокра тепĕр хушма çурт илнĕ.

Республикăра пĕлтĕр нумай хутлă хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсассипе адреслă программа мĕнле пурнăçланнине, акă, ЧР Хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви йĕркеленĕ семинар-канашлура пĕтĕмлетрĕç. Вăл хамăр районта, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн актовăй залĕнче иртрĕ, унта 11 районăн тата строительство материалĕсемпе коммуналлă хуçалăх валли продукци кăларакан предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Каларăмăр, федераллă фонд пулăшăвĕпе усă курса Вăрнар районĕ программăн пĕрремĕш çулĕнчех  çуртсене юсама тытăнчĕ. Хăш-пĕр районсем вара ку ĕçе кăçалтан кăна кÿлĕнеççĕ. Çавăнпа та  вĕсем вăрнарсен тата пĕлтĕр программăна хутшăннă ытти  районсен ÿсĕмĕсемпе е йăнăшĕсемпе паллашни вĕрентÿллĕ пулĕ.

Вăрнарти нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан «Интех» Управлени кампанийĕн, тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттернĕ подряд организацийĕсен - «Интех» ЧНПЦ тата «Жилсервис» обществăсен - ертÿçисем документацие хатĕрленĕ чух, юсав тапхăрĕнче сиксе тухнă кăткăс ыйтусем пирки асăнса хăварчĕç. Чи малтанах калăпăшлă ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлама тивнĕ: пĕтĕм объектра харăс (ытти субподряд организацийĕсене явăçтарса) хĕрÿ ĕç вĕренĕ, палăртнă «çÿллĕше» пурпĕрех парăнтарнă. Харпăрлăхçăсен айăпĕпе те кăткăс самантсем тухнă: хăшĕ-пĕрисем  ялсенче пурăннăран е ытти регионсене ĕçлеме тухса кайнăран хваттерсене кĕме май çукки, путвалсенче çăтă туса лартнă кладовойсем инженер коммуникацийĕсем патне çитме чăрмав кÿни, сасартăк пĕри те тепри юсава хирĕç пулни - çакă  пĕтĕмпех вăхăта тăснă кăна. Çавăнпа та кăçал чи малтанах Управлени компанийĕпе пĕрле хваттер хуçисемпе, çурт комитечĕн представителĕсемпе çыхăнса ăнлантарăва вăйлатмалла терĕç - вĕсемшĕн пĕтĕмпех уçăмлă пултăр, пĕр-пĕрне ăнланманлăх ан тухтăр.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх Управленийĕн пуçлăхĕ С.Глотов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене çĕнетессипе кăçал плансем тата пысăкрах, 582-шне тĕпрен юсамалла. Анчах ĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе те, уйăрнă укçапа мĕнле усă курнипе те тĕрĕслев çирĕп пулĕ. Паллах, тĕп тĕрĕслевçĕсем - харпăрлăхçăсем, вĕсен хаклавĕ чи пĕлтерĕшли.

ЧР Патшалăх тĕп çурт-йĕр инспекторĕ И.Никитин ĕçе çиелтен тума юратакансене асăрхаттарса хăварчĕ, кунашкалли урăх ан пултăр тесе айăпа кĕнĕ районсенчи тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. «Тепĕр чухне юсав ĕçне тĕрĕслеме килетпĕр те, çурт умран та, айăккинчен те илемлĕ пек, анчах кăшт тĕплĕнрех тишкеретпĕр те йăлтăртатни çиелте кăна иккен, шалта унчченхи пекех çĕрĕк, юхăнчăк», - терĕ вăл. Хваттерсенчи ăшă системине те татса хунă хыççăн хăвăрт ылмаштармалла, хутса ăшăтмалли тапхăр сисмесĕрех пуçланĕ. Çурт-йĕр инспекторĕ нумай  хваттерлĕ çуртсене юсассипе тимлекен организацисем строительство нормисемпе правилисене пăхăннине Управлени организацийĕсене тимлĕ асăрхаса тăма хушрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться