Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Призерсен йышĕнчех

Канмалли кунсенче Шупашкарта иртнĕ Чăваш ен первенствинче пирĕн кĕрешÿçĕсем каллех çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Турнир 1992-1993 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хушшинче иртнĕ.

Пăртас хĕрачи, Анжела Калпакова, хăйĕн виçе категорийĕнче вăрнарсенчен чи лайăх кĕрешнĕ, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн ентешĕсем те, Виталий Трофимов тренер патĕнче ăсталăха туптакансем, ăнăçлă ăмăртнă: Аэлита Кораблевапа Александра Савина - иккĕмĕш, Феня Кондратьева  виççĕмĕш пулнă.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Львова та турниртан кĕмĕл медальпе таврăннă, 1-мĕш вăтам шкулти Дима Яковлев, Мăн Явăшри Петр Квасовпа Марина Скворцова - бронза медальсемпе. Тренерĕсем - Юрий Львов, Виталий Львов, Алексей Степанов, Андрей Петров, Андрей Воробьев.

Ку - спортсменсене Атăлçи федераци округне суйлакан турнир та пулнă. Вăл апрельте Тольяттинче иртет. Унта пирĕн ентешсем те хутшăнĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;