Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сурăхпа путексем вăрланă

·  Февралĕн 18-мĕшĕ умĕнхи каçхине Туçи-Çармăс ялĕнчи М. хуçалăхĕнчен сурăхпа икĕ путек çухалнă. Хăйсем тĕллĕн мар, такам пулăшнипе. Хальлĕхе палăртман çын сарайне ирĕклĕнех кĕрсе тухнă, кил хуçине пĕчĕк мар тăкак кÿнĕ.

·  Февралĕн 17-мĕшĕнче 21 сехет иртсен Вăрнарта та ют пурлăха çаратнипе çыхăннă преступлени пулнă - поселокри пĕр урамра ларнă ВАЗ-2111 автомашинăна тустарнă. Машинăн пассажирсем енчи алăк çăрине çĕмĕрсе кĕрсе ЖК-телевизор тата автомагнитола вăрланă.

·  Çав кунах шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Калининăра 26-ри Л.-на тытса чарнă. Оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май, вăл хăйĕн килĕнче хăнара пулнă арçыннăн «Самсунг» телефонне вăрлани палăрнă.

·  Февралĕн 12-мĕшĕнче вара улталаса Калининăри шкул-интернат воспитанникĕнне кĕсье телефонĕ йăкăртса кайнă. Милици ĕçченĕсем «вĕри йĕрпе» кайса, преступление Шупашкар  районĕнче вăхăтлăх пурăнакан П. пурнăçланине тупса палăртнă. Вăл шалти ĕçсен Çĕрпÿ районĕнчи пайĕнче те шыравра шутланать.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;