Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăллă семинар

Мăн Явăшри вăтам шкулта шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен районти семинарĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш класри ачасем, «Пĕчĕк çеç путене» кружока çÿрекенскерсем, хăйсен тавракурăмĕпе, ăс-тăнĕпе, çутçанталăк илемне тĕрлĕ енлĕ сăнласа парас енĕпе семинара килнисене чăннипех тĕлĕнтерчĕç. Кружока Светлана Фомина педагог ертсе пырать. Ачасем вырăс халăх юмахĕсене лайăх пĕлнипе, вĕсене ăста каласа панипе палăрчĕç.

«Юмахсем патĕнче хăнара» кружока иккĕмĕш класра вĕренекенсем çÿреççĕ. Вĕсем те семинарта хăйсен пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. «Пирĕншĕн кĕнекесем - чи лайăх туссем» темăпа ирттернĕ урокра ачасем кĕнекесенчи чи лайăх сăнарсене суйласа илчĕç, вĕсен пурнăçри пĕлтерĕшĕсене хак пачĕç. Ачасен ăс-тăнĕнче кружок мĕнле вырăн йышăннипе Галина Иванова педагог паллаштарчĕ.

Семинарта пиллĕкмĕш, тăххăрмĕш тата вуннăмĕш классенчи ачасем «Вырăс сăмахĕ», «Чĕлхе илемлĕхĕн клубĕ», «Вăйăсен пĕлтерĕшĕ - ачасен ăс-тăнĕнче» кружоксен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен  - Ирина Гурьева, Надежда Федорова, Аркадий Андреев учительсем каласа пачĕç.

Семинара хутшăннисем уйрăмах çиччĕмĕш класра вĕренекен ачасен пултарулăхĕпе кăсăкланчĕç. Зоя Казакова ертсе пыракан «Сăмах тĕнчи» кружока 16 ача çÿрет. Вĕсем, чăваш наци культурипе историне, этнографипе фольклорне тĕпчесе вĕреннĕ май, авалтан çăварни уявне мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕç. Вăйă-уява хаваслă ирттерме Мăн Явăшри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Н.Андреева тата «Çăлкуç» ансамблĕн баянисчĕ В.Кудрявцев та хапăлласах хутшăнчĕç. Сценарие Зоя Казакова çырса хатĕрленĕ. Ачасем çывхарса килекен çăварни уявне ял-йыш епле ирттернине хăйсен юрри-ташшисенче, кулăшла вăййисенче сăнарласа пачĕç. Ку енĕпе кружока çÿрекенсем: Степан Владимиров, Ярослав Мокеев, Юлия Васильева, Диана Петрова, Алевтина Фомина, Кристина Макарова маттур пулчĕç.

Семинара Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Альбина Васильевна Павлова пĕтĕмлетрĕ, коллектив наукăпа педагогика, методика задачисене, вĕрентÿ программисене ăнăçлă пурнăçласа пыни, ачасене класс тата шкул тулашĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерме тивĕçлипе пулăшу пани çинчен каларĕ. Семинара хутшăннисем вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 февраля 2009
00:00
Поделиться
;